АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе чунтан парăнсан

29 августа 2012 г.

Комсомольскинчи Суту-илÿ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче «Тумтир» уйрăмра 5-ĕн ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте вăр-вар та тăрăшуллă. Тавар туянакансемпе яланах сăпайлă.

«Суту-илÿ ĕçченĕн урăхла пулма май та çук. Тавар пăхма кĕрекен унсăрăн тухса ан кайтăр тесе тимлетпĕр. Хăш чухне кăмăлсăр сăн-питпе килекен те пулать. Вĕсене ăшă сăмах каласан вара, тав тусах тухса каяççĕ», — тет Надежда Лукина.

Н.Лукина (хĕр чухнехи хушамачĕ Мышкина) Шурутри вăтам шкултан вĕренсе тухнă çулах Комсомольски райпо тытăмĕнче ĕçлеме пикенет. Тăрăшуллă хĕр сутуçă ĕçне часах хăнăхса çитет.

«Кăçал кунта ĕçлеме пуçлани шăпах 30 çул çитрĕ. Паллах, ĕçтешсем сĕнÿ-канашсемпе пулăшмасан çитĕнÿ тума çук. Коллективра эпир пĕр çемьери пекех тимлетпĕр. Савăнăçне те, кулянмаллине те пĕрле пайлатпăр, çавăнпа ĕçлеме те çăмăл»,— терĕ Надежда Ефстафьевна, сентре çинчи пусма-таварсене ретĕн-ретĕн хунă май.

Валентина Степановăпа Миниса Миначева та ĕçне кура хисепе тивĕçнĕ. Кăмăллă суту-илÿ ĕçченĕсене тавар туянакансем ахальтен мар ĕнтĕ тулли кăмăлпа тав туса тухса каяççĕ.

Туслă коллектив ума лартнă плана тăтăшах тултарать. Ыттисемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика