29 августа 2012 г.
Çĕр чи пысăк пуянлăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çавăнпа та унăн пулăхлăхне сыхласа хăварас е ÿстерес тесен ăна тăтăшах кирлĕ элементсемпе апатлантармалла.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çак ĕçе куçран вĕçертмеççĕ. Агротехника ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн, хуçалăхсенчи специалистсем кашни 5 çултан тăпрана тĕпчеме тăратаççĕ. Кăтартăвĕсем тăрăх вара тĕрлĕ минералллă тата органикăллă удобренисемпе апатлантараççĕ.
Хресченпе фермер хуçалăхĕсенче çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелемеççĕ, çавăнпа та вĕсен çĕр пулăхлăхĕ начар. Хăш чухне çапла каланине те час-часах илтме пулать: «Минераллă удобрени çине кăçал укçа-тенкĕ те çителĕклех тăкакларăмăр, анчах та çĕртен тупăш сахал куртăмăр».
Ертÿçĕсемпе специалистсене тепĕр хут асăрхаттарса калатпăр: тăпрана анализ тумасăр мĕнле тутлăхлă япаласем кирлине пĕлме çук. Çавăнпа та агрохими центрĕпе договорсем тума васкăр. Сăмах май, центр шыв пахалăхне те тĕрĕслет. Ялсенче пуссенчи шывра нитратпа нитрит нормăран ытларах пулнине палăртаççĕ специалистсем.
Источник: "Каçал Ен"