АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн рейтингĕ пĕчĕк мар

29 августа 2012 г.

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Новиков тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата хăйсене çирĕплетсе панă çурт-йĕрсĕр ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе лару-тăру еплерех пулни çинчен каласа кăтартнă. 2012 çулта çак тĕллевпе 201454,5 пин тенкĕ яма пăхнă. Ку укçа-тенкĕ шучĕпе 241 тăлăх пурăнмалли хваттер илĕ.

Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине мĕн пур муниципалитетра тăлăх ачасем валли çурт-йĕр тума, туянма конкурссем вăхăтра ирттерессине тивĕçтерме, çавăн пекех подрядчиксене çирĕп йĕркепе суйласа илме хушнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Ен федерацин харăсах пĕтĕм тĕнчери 2 рейтинг агентствинче рейтинглă пулнă 11-мĕш субъекчĕн йышне кĕнĕ. Акă, пĕтĕм тĕнчери Fitch рейтинг агентстви Чăваш Республикине «ВВ+» шайра ют çĕр-шыв тата наци валютинче нумай вăхăтлăх рейтингсем панă. Çакă республика маларах Moody’s агентствăра илнĕ рейтингран пĕр картлашка çÿлерех. «Çакă питĕ пысăк кăтарту, мĕншĕн тесен рейтинг агентствисем халĕ, Европăра 2008 çулхи финанс кризисĕ каллех килме пултарас хăрушлăх пур чухне, хаклавсем тĕлĕшпе уйрăмах асăрхануллă. Ленинград тата Новосибирск облаçĕсен, Саха-Якути Республикин, Краснодар тата Красноярск крайĕсен те çавнашкал рейтингсемех. Вĕсем — экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă регионсем, паян Чăваш Ен вĕсемпе пĕр шайра», — палăртнă Михаил Ноздряков.

Министр шухăшĕпе — хăйсен хаклавне палăртса авторитетлă рейтинг агентствисем республикăн промышленноç производствин ÿсĕмне шута илнĕ. Вăл Раççейĕн вăтам шайĕнчен пысăкрах, налук тупăшĕсем кĕрессине ырă витĕм кÿрет.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ иккĕмĕш фактор — парăмсене чакарни. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — кăçал Чăваш Ен хăйĕн патшалăх парăмне 5 млрд тенке яхăн чакарнă. «Республика пуçласа патшалăх парăмне самаях чакарать, илнĕ обязательствăсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине каллех çирĕплетет. Ку бизнес-пĕрлĕхшĕн те лайăх сигнал, вăл Чăваш Енре тĕплĕн шухăшласа хатĕрленĕ, усă кÿрекен, экономикăна аталантарма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшакан политика тытса пынине ĕненчĕ ĕнтĕ. Тÿрĕ кăмăллă инвесторсемпе çыхăну тытма эпир яланах хатĕр», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Республикăра бюджет эффективлăхĕ 2 хут лайăхланнă, çапах та муниципалитет саккасĕсем тăрăх — урăхла ÿкерчĕк. Муниципалитетсем аукционсене тивĕçлипе ирттермеççĕ. Вăл юлашки 5 çулта бюджет эффективлăхĕ мĕнле йĕркеленнине тишкерме, çавăн пекех Чăваш Енĕн тĕрлĕ муниципалитетĕнче аукционсем ирттернине тĕрĕслеме хушнă.

Михаил Игнатьев федераци шайĕнче Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе — 550, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă мероприятисене хатĕрленес тата ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комитечĕн тытăмĕ йĕркеленни çинчен пĕлтернĕ, федераци министерствисемпе ведомствисен территори органĕсене хăйсен сĕнĕвĕсене пама чĕнсе каланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика