29 августа 2012 г.
Иртнĕ шăматкун Асанкасси вăтам шкулĕн картишĕнче ирех хĕрÿ ĕç шавĕ илтĕнме пуçларĕ. Кунта вăй хуракансем субботника авалхи йăлапа, нимепе, ирттерме палăртнине хаваспах йышăнчĕç. Ĕçĕ вара — чылаях пысăк калăпăшлă. Апла пулин те туалет енне каякан тротуара хывасси çине тăрса ĕçлекен ушкăншăн йывăрах та пулмарĕ. Аслисем хăйсем тăвакан ĕç питĕ кирлине лайăх ăнланаççĕ: аллă метр тăршшĕ тăсăлакан хытă çул ачасен урисене çумăрлă тата пылчăклă çанталăкра йĕпетмĕ, шкула тирпейлесе, тасатса тăракансене те самаях çăмăллăх кÿрĕ.
Нимене пухăннисене кăлтăксăр, тулли кăмăлпа ĕçлеме шкул дирекцийĕ пур май та туса пама тăрăшрĕ. Тротуар сарма мĕн кирлине маларах хатĕрлени вара вăхăта чылай перекетлерĕ. Паллах, кун пек пысăк ĕçе спонсор пулăшăвĕсĕр тума çук ĕнтĕ. «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров шкул пурнăçĕпе кăсăклансах тăни, пулăшма васкани пире питĕ хавхалантарать. Вăл ирĕк панипе Альберт Языков тракторист хăйĕн «хурçă учĕпе» хăйăр турттарса пачĕ.
Ушкăнпа темле пысăк ĕçе те туса хума пулать, çавăнпах мĕн авалтан мăн асаттесем ниме мешехине тытса пынă. Паянхи кун та çак ырă йăла-йĕркесĕр пире, ял çыннисене, пурăнма май çукрах. Туслăн пурăнса пĕр-пĕрне пулăшса пынине чăннипех те ним те çитмест.
Источник: "Каçал Ен"