25 августа 2012 г.
— Юрламасăр пĕр кун та иртмен. Савăнăçра та, хурлăхра та маншăн юрă яланах çăлăнăç вырăнĕнче пулнă, пулать те,— терĕ Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Маргарита Белкова. Ăна Хырхĕрри ял поселенийĕнче, районта иртекен концертсенче сцена çинче курма пулать.
...М.Белкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Филиппова) Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ, Евгения Филипповна, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнахтарнипе пĕрлех юрăсем те юрлаттарнă. «Шел, анне юрланă юрăсене магнитофон çине çыртарса упраман. Халĕ вăл юрланă чăваш халăхĕн ĕлĕк-авалхи юррисене итлесе вĕренме май пулĕччĕ», — терĕ Маргарита Максимовна.
М.Белкова ялти шкултан вĕренсе тухса 1973 çулта алла аттестат илнĕ. Шупашкарти професси паракан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Пĕлĕвне малалла тăсайман хĕр, амăшĕ пĕччен пулнипе тăван яла таврăннă. «Ун хыççăн Елчĕкри кирпĕч заводне вырнаçрăм. Пилĕк çула яхăн ĕçленĕ хыççăн, районти тĕп больницăн столовăйĕнче тăрăшма пикентĕм»,— малалла тăсрĕ калаçăвне хĕрарăм.
Çемье пирки калаçу пуçласан, Маргарита Максимовна мăшăрĕ — Валерий Алексеевич пирки ăшă та ырă сăмахсем каларĕ. «Çемье телейĕ хĕрарăмран кăна мар, ар çынран та нумай килет»,— терĕ вăл.
Вăтăр çул ытла шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан Белковсем виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Саша, Наташа тата Ирина çемйисемпе тĕп хуламăрта пурăнаççĕ.
М.Белкова, тивĕçлĕ канура пулсан та, «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлет. «Ватăлма вăхăт çук-çке»,— тет вăл.
Туслă çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытать. Канмалли кунсенче вара хуларан килнĕ 5 мăнукĕпе йăпанать.
Калаçăва «Восток» ЯХПК председателĕ Валерий Михеев та хутшăнчĕ. «Маргарита Белкова пек, çĕр çинче ĕçлеме кăмăллакансем нихçан та пĕтмеççĕ, вĕсен чăтăмлăхне тивĕçлипе кăна хакламалла»,— терĕ ертÿçĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Восток» ЯХПКан кăçалхи Акатуйĕнче М.Белковăна Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Источник: "Каçал Ен"