25 августа 2012 г.
Россия Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 10-мĕшĕнчи 149-мĕш "-лĕ указĕпе килĕшÿллĕн, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисем нумай пурнăçлать. Акă, «Работа в России» порталта инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм тăваççĕ. Çавăнпа та районти пур организацисемпе предприятисен ертÿçисен вакансисемпе çыхăннă кăтартусене пĕр тăхтамасăр кашни уйăхрах пирĕн пата хыпарламалла. Вĕсем тăрăх вара эпир ĕç вырăнĕсем пуррине пĕтĕм Раççейри вакансисен банкне кĕртетпĕр.
Ĕç паракансемпе тачă çыхăну тытсан кăна эпир инвалидсем валли тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем тупăпăр.
Сăмах май, саккунпа килĕшÿллĕн инвалидсене вырнаçтармалли пĕр ĕç вырăнне йĕркелеме (тивĕçтерме) 50 пин тенкĕ уйăраççĕ, инвалид ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вырнаçтарма — 30 пин тенкĕ.
Источник: "Каçал Ен"