25 августа 2012 г.
Комсомольскинчи почта çыхăну уйрăмĕнче халăх яланах йышлă. Ырă кăмăллă çыхăну ĕçченĕсем хăйсем патне килекенсене тарават кĕтсе илеççĕ. Уйрăма чылай çул Маргарита Индюкова ертсе пырать.
Кунта ĕçлекен почтальонсем — таврари ялсенче чи кĕтнĕ çынсем. Вĕсем ял çыннисене хаçат-журналпа, пенси-пособипе, таварпа тивĕçтереççĕ.
Ольга Павлова почтальонкăра 2000 çултанпа тăрăшать. Шкулта вĕреннĕ чухне повар пулма ĕмĕтленнĕскер, алла свидетельство илсен Шупашкарти професси паракан училищĕне кулинара вĕренме кĕнĕ. Тĕп хуламăрта вăл Васильевка каччипе, Олег Варсонофьевич Павловпа, паллашса 1990 çулта çемье çавăрать.
— Киров поселокĕнче, Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал ялĕсенче хаçат-журнал кунсерен 300-шер экземпляр валеçетĕп. Кашни çын хыпар пĕлесшĕн, уйрăмах «Каçал ен» хаçата чăтăмсăр кĕтет. Хастар хаçат çырăнакансем те пур: Сергей Кириллович Совин (Дубовка), Елизавета Константиновна Сорокина (Çĕнĕ Каçал) тата ыттисем те,— терĕ Ольга Валериевна.
Алевтина Андреева почта çыхăну уйрăмĕнче — 2008 çултанпа. Вăл кунта нумаях ĕçлемест пулсан та, ĕçтешĕсем тăрăшулăхĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн ырăпа калаççĕ.
Алевтина Николаевна Дубовкăра 8 класс пĕтерсен Канашри 2-мĕш "-лĕ училищĕре çĕвĕç профессине алла илнĕ. Ун хыççăн 10 çула яхăн Дубовкăра поварта ĕçленĕ.
— Комсомольскинче — Ленин, Энгельс, Пушкин тата ытти урамсенче пурăнакансене хаçат-журнал валеçетĕп. Ĕç килĕшет, йывăр пулсан та пăрахма шутламастăп-ха,— терĕ вăл. Кашни кун 100-шер хаçат-журнал подписчиксем патне вăхăтра çитереççĕ ĕçченсем.
Источник: "Каçал Ен"