АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

25 августа 2012 г.

Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 8520 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарса кĕртнĕ (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 68 проценчĕ). Вырма ĕçĕсем «Слава картофелю» агрофирмăра, «Труд» кооперативра, Атласкинăн тата пысăках мар ытти хресченпе фермер хуçалăхĕсенче пĕтнĕ. 18823 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç 22,1 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах 25-шер центнер илекенсем те пур, вĕсем: «Слава», «Асаново», «Луч», «Рассвет» ЯХПКсем, «Урожай» колхоз, «Родина», «Золотой колос», Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси малалла пырать. Утă, сенаж ытлă-çитлĕ янтăланă. Силослăх 295 гектар кукуруза вырса илмелли юлнă.

2800 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă, çав шутран «Урожайра» — 745 гектар, «Рассветра» — 280, «Искрăра» — 200 гектар. Хуçалăх руководителĕсемпе агрономсене кĕрхи çĕртмене иртерех туни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут аса илтересшĕн.

Районти хуçалăхсем кĕрхи акана тухнă, августăн 24-мĕшне 216 гектар акма ĕлкĕрнĕ. «Алгара» — 30, «Изамбаевăра» — 25, «Дубравăра» — 81, Ивановăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче çак ĕçе 60 гектар çинче пурнăçланă. Иртнĕ çулсен опытне тата паянхи çут çанталăк условийĕсене шута илсен, кăçал кĕр акине сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр вĕçлесен аван пулмалла. Каярах акса каярах шăтнă калчасем япăхрах хĕл каçаççĕ, тухăçĕ те чакать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика