25 августа 2012 г.
Августăн 13-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 9-мĕшĕччен район территорийĕнче ГИБДД ĕçченĕсем «Ачасем» операци ирттереççĕ. Паянхи куна район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн специалисчĕсемпе, полици инспекторĕсемпе тăватă рейд йĕркелерĕç. Вĕсем иккĕшне кăнтăрла иртсе 4 сехетрен каçхине 6-ччен, тепĕр иккĕшне 19 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ирттернĕ. Ятарлă хушу темиçе çул каяллах вăя кĕнĕ пулсан та, халĕ те ачасене автотранспорт çинче ятарлă креслăсăр турттаракансем пур.
Августăн 24-мĕшĕ тĕлне ГИБДД инспекторĕсем çак операци вăхăтĕнче водительсем çине Административлă кодексăн 12.23 статйин 1-мĕш пайĕпе (ачасене ятарлă креслăсăр турттарнăшăн) 18 протокол çырса явап тыттарнă.
Источник: "Каçал Ен"