АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятран саламсем килеççĕ

25 августа 2012 г.

Россия Президенчĕн майăн 31-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçал юбилейĕсене паллă тăвакан Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене В.В.Путинран саламлă çырусем пĕрин хыççăн тепри килеççĕ. Акă, августăн 22-мĕшĕнче Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Матрена Осиповна Осипова 90 çул тултарнă ятпа çĕр-шыв пуçлăхĕн саламне илчĕ (М.Осипова кун-çулĕпе «Каçал ен» хаçатăн иртнĕ номерĕнче паллаштарнăччĕ). Хисеплĕ ватăна сумлă юбилейпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина та çитрĕç. Михаил Романовичпа Ираида Алексеевна юбиляра ăшшăн саламласа персоналлă çырăва, асăнмалăх парнесем пачĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç. Хырхĕррри ял поселенийĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев та пушă алăпа килмен. Вырăнти культура ĕçченĕсем ветерана саламласа илемлĕ, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç, чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Хăйне çавăн пек хисеплесе килнĕшĕн, парнесемпе чысланăшăн Матрена Осиповнан савăнăç куççулĕсем тухрĕç. Вăл пурне те тав туса ăнăçу, телей сунчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика