25 августа 2012 г.
Комсомольскинчи Центральная урама та уяв çитрĕ. Кунта, райцентр еннелле тухакан пайĕнче, кăçал асфальт çул сарса пачĕç. Çак ĕçсене «Стройсервис» АХО июнĕн 1-мĕшĕнче пуçăннă, кĕске хушăрах вĕçленĕ. Çул тăршшĕ 655 метр, сарлакăшĕ — 6 метр. Пĕтĕм ĕçсен хакĕ 11,3 млн тенке ларнă. Çав шутран 9,2 млн тенкине район администрацийĕн, 2,1 млн тенкине Комсомольски ял поселенийĕн бюджечĕсенчен уйăрнă.
Строительсен ĕçне йышăнма, çула пахалама августăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов та килчĕç. Асăннă урамра пурăнакансем те хăйсен савăнăçне пытармарĕç, ара, йĕпе-сапаллă çанталăкра кунта çуран е автомашинăпа кĕрсе тухасси чĕр тамăкчĕ-çке. Вĕсем çул-йĕр строительствине хутшăннă рабочисене, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕç. Пурте çул туни район центрĕ урлă çÿрекен автомобильсен юхăмне чакарма, çаврăнмасăр çÿреме май панине палăртрĕç. Кунсăр пуçне, яка та тикĕс çул урама тирпейлĕ сăн кÿрет, кунта çÿп-çап тухса пăрахма та вăтанмалла.
Источник: "Каçал Ен"