АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу сана, Саша!

22 августа 2012 г.

Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Александра Шикаревăпа Физкультурниксен кунĕнче паллашрăм.

Вăр-вар та йăрă хĕр ача кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ.

«Спортпа эпĕ мĕн пĕчĕкренех туслă. Хамăн пурнăçа унсăрăн курмастăп та»,— терĕ Саша.

Вăл пĕрремĕш хут парта хушшине 2002 çулта ларнă. Чи юратнă предмечĕсем — физкультура, вырăс тата акăлчан чĕлхисем.

Кăçал А.Шикарева Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса Чăваш ял хуçалăх академийĕн «Экономика тата менеджмент» факультетне вĕренме кĕнĕ.

Виçĕ ача Шикаревсен. Людмила Васильевнăпа Николай Николаевич «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшаççĕ. «Хамăр аслă пĕлÿллĕ мар пулсан та, ачасене вĕрентесчĕ»,— теççĕ вĕсем. Мăшăрăн аслă хĕрĕ, Констанция, Канашра медицина колледжĕнче пĕлÿ пухать. Вăл — 3-мĕш курс студентки. Кĕçĕнни, Коля, 4 çул тултарнăскер, ялти ача садне çÿрет.

«Шăллăма та спорта пĕчĕкренех хăнăхтарасчĕ. Мĕншĕн тесен сывă пурнăç йĕркине тытма çирĕп характер кирлĕ, ăна вара спорт кăна туптать»,— терĕ Саша.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика