22 августа 2012 г.
Ман ача кăçал 14 çул тултарчĕ. Эпир, мăшăрпа иксĕмĕр, ăна усал сăмахпа калаçмалла маррине лайăх ăнлантаратпăр. Сăмах май, ача умĕнче хамăр киревсĕр сăмахпа пуплесе курман. Асăрхаттарнă хыççăн ывăл çавăн пекех калаçать.
Ăнлантарса парăр-ха, мĕншĕн çул çитмен ачасем калаçура усал сăмахсемпе усă кураççĕ?
(ÇЫРУРАН).
Çак ыйтăва хуравлама Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ Надежда Николаевна Тихонова килĕшрĕ.
— Çакăн пек лару-тăру ашшĕ-амăшне кăна мар, учительсене те пăшăрхантарать. Ман шутпа, усал сăмахпа калаçсан вĕренекенсем хăйсене аслăрах туяççĕ. Çемьере киревсĕр тĕслĕх кăтартмасан та ачасем хăйсене çав-çавах тивĕçлĕ тытмаççĕ. Ку вăл ашшĕ-амăшне хирĕçлени мар. Усал сăмахпа калаçни — аслăрах çулхисенчисене пăхăнманни, «чăнкăлăх».
14—16 çулсенчи ачасем ашшĕ-амăшне авторитет тесе шутламаççĕ, вĕсемшĕн тĕслĕх аслăрах çулхи, усал сăмахпа калаçакан ачасем. Енчен те ашшĕ-амăшĕ лекцисемпе ачана йăлăхтарсан, пĕлĕр, вăл сирĕнпе малашне шанса калаçмĕ.
Çавăн пек лару-тăрура яланах çакна асра тытмалла: ачана вăрçмалла мар. Пĕрне-пĕри ăнланса, хире хирĕç ларса калаçса пăхăр. Шÿтлесе пуплесен татах та лайăх. Хĕрарăмсем умĕнче, шкулта усал сăмахпа калаçма юраманнине ăнлантарăр.
Сирĕн ачан çакна та çирĕп пĕлмелле: çынна усал сăмахсемпе кÿрентерме юрамасть, унсăрăн административлă е уголовлă майпа явап тыттараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"