22 августа 2012 г.
Пурăнмалли кирек мĕнле кĕтесе те — хваттер-и вăл е уйрăм çурт, патшалăх регистрацийĕ тумалла. Вĕсен техника паспортне хатĕрлемелле. Çак документсем яланах кирлĕ: çуртсемпе хваттерсене приватизациленĕ чухне, сутма шутласан тата ытти чухне те. Анчах та районта пурăнакансем темшĕн çак ĕçсене пурнăçлама васкамаççĕ. «Пире уншăнах килтен кăларса ямĕç-ха, мĕнле пурăннă, çаплах пурăнăпăр», теççĕ. Паллах, килтен никам та хăваламĕ, анчах çак ĕçсене пурнăçлама палăртнă сроксем иртсе пыраççĕ. Акă, 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен приватизаци программи вĕçленет.
Комсомольскинчи техника инвентаризацийĕн бюровĕн директорĕ Н.С.Минуллин пĕлтернĕ тăрăх, районта августăн 1-мĕшĕ тĕлне приватизацилемен 100 хваттер юлнă. Уйрăм çуртсен 74 проценчĕн техпаспорчĕсене туса хатĕрленĕ. Куçман пурлăха патшалăх регистрацийĕ тăвас енĕпе кăçал Кайнлăк ял поселенийĕ уйрăмах хастар ĕçленине палăртрĕ Небиулла Сафиуллович. Тукай, Шурут ял поселенийĕсен вара çак ĕçе хăвăртлатмаллине пĕлтерчĕ. Кам та кам хăйĕн пурăнмалли çуртне кирлĕ йĕркепе патшалăх регистрацийĕ туман, çавсен сентябрь—октябрь уйăхĕсенчен кая юлмасăр тивĕçлĕ службăсене çитме тăрăшмалла. Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлнисен техпаспортсăр пуçне тата техника планĕ тутарма тивет. Ăна геодези приборĕ семпе усă курса тăваççĕ, çавăнпа та хакĕ те пысăкрах тухать.
Районта хатĕрленĕ техпаспортсене пурне те электронлă формăпа кадастр палатине панă. Вĕсене çĕр лаптăкĕсемпе çыхăнтарса куçман пурлăхăн кадастр хакне палăртаççĕ, çав хака тĕпе хурса налук виçине палăртаççĕ.
Тепĕр чухне ял çыннисене кирлĕ справкăсене ял поселенийĕсенче тĕрĕс мар çырса пани çинчен те илтме пулать. Вара лешсен, вырăнти специалистсен айăпне пула, район центрне пĕрре килсе ĕç пĕ терсе каяс вырăнне темиçе те хутлама тивет. Укçа, вăхăт сая каять. Çакăн пек тĕслĕхсем сахалрах пулччăр, çынсен кăмăлĕ ан хуçăлтăр тесен патшалăх регистрацийĕн органĕсенче тăрăшакансем документсем хатĕрленĕ чухне ялти специалистсене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"