22 августа 2012 г.
Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7949 гектар çинче (ку вăл планпа палăртнин 63 проценчĕ) çапса тĕшĕленĕ, 15589 тонна тĕш тырă пÿлмесене кĕнĕ. Кашни гектартан вăтамран 19,6 центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ. Çак ĕçсене Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче, «Слава картофелю» агрофирмăра, «Труд» ЯХПКра вĕçленĕ.
Районĕпе пурĕ 7140 тонна утă хатĕрленĕ, ку вăл планпа пăхнин 105 проценчĕпе танлашать. Районти хуçалăхсем паянхи куна 24360 тонна сенаж, 2250 тонна силос хывнă. Çак ĕç малалла пырать.
Районти хуçалăхсенче ĕçченсем çанă тавăрсах çĕртме тăваççĕ. Августăн 21-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 2000 гектар çинче пурнăçланă. «Урожайра» — 724 гектар, «Рассветра» — 280 гектар, «Искра» колхозра — 200 гектар.
Районти икĕ хуçалăхра ир пулакан «иккĕмĕш çăкăра» кăлараççĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра 36 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирмăра 29 гектар çĕр улми кăларнă.
Çитес кунсенче хуçалăхсен ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене акма пикенĕç. Уйрăмах «Дубрава» тата «Алга» ЯХПКсенче çак ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"