АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтереççĕ

22 августа 2012 г.

Вĕренÿ тытăмне модернизацилеме Чăваш Республикинче 2012 çулта 1 млрд тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Вĕсенчен 137 млн тенке яхăн — шкул библиотекисен фондне пуянлатма.

Районти шкулсенче çĕнĕлĕхсене кĕртсе пырас ĕçре вĕренекенсене учебниксемпе тивĕçтересси пысăк вырăн йышăнать. Сăмахран, кăçал пĕрремĕшсемпе иккĕмĕш классем алла тÿлевсĕр учебниксем илĕç. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класа куçнă ачасене те шкул программипе кирлĕ учебниксен 80 проценчĕ таран тÿлевсĕр парĕç.

«Пирĕн районти шкулсем валли 2 млн та 32 пине яхăн тенкĕлĕх учебниксем илсе килнĕ. Вĕсене иртнĕ кунсенче шкулсене салатса панă»,— терĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Валентина Петрова.

Валентина Геннадьевна каланă тăрăх, çавăн пекех тĕрлĕ предметсемпе СD тата DVD дисксен комплекчĕсем пур. Вĕсене патшалăх пирĕн район шкулĕсем валли 41 пин те 160 тенкĕлĕх туянса панă.

Çавăн пекех сахал тупăшлă çемьесенчи вĕренекенсене те тÿлевсĕр учебниксем парĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика