АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей ялавĕн уявне ирттерчĕç

22 августа 2012 г.

Августăн 21-мĕшĕнче районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Россия Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунне халалласа мероприяти йĕркелерĕç. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен Патшалăх ялавĕ вăл — Раççейри пĕтĕм халăха пĕрлештерекенĕ, мăнаçлантараканĕ.

Уява ирттерме Комсомольскинчи «Пилеш» ача садне çÿрекен икĕ ушкăнри ачасем килнĕ. Чи малтанах районти тĕп библиотекăн вулав залĕн библиотекарĕ Мария Мокеева пухăннисене саламларĕ. Ун хыççăн ача-пăча библиотекин заведующийĕ Галия Зайнуллина «Эпир Раççейре пурăнатпăр» мультимедийлă презентаципе паллаштарчĕ. Уява йĕркелекенсем ачасемпе вик-торинăсем, конкурссем ирттерчĕç.

— Паянхи мероприятире ача садне çÿрекенсем Раççей Гербĕ, ялавĕ çинчен нумай пĕлчĕç,— терĕç Анна Юманкинапа Ирина Андреева воспитательсем.

Пĕрремĕш хут шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав «Орел» çар карапĕ çийĕн çĕкленнĕ.

I Петĕр патша 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Указ кăларнă, унпа килĕшÿллĕн суту-илÿ карапĕсем çинче шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав çакма хушнă.

Пирĕн çĕр-шывра çак уява 1994 çултанпа паллă тăваççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика