АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă журналистăн ячĕ кĕнекере çук

18 августа 2012 г.

Нумаях пулмасть Комсомольски районĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Пĕрремĕш пайне 2009 çулта, район 70 çул тултарнине халалласа, кăларнăччĕ. 696 страницăллă хытă хуплашкаллă кĕнеке питĕ килĕшрĕ, ăна пичетлесе кăларас тесе тăрăшнă çынсене çав тери пысăк тав сăмахĕ калас килет. Район пурнăçне, ĕç-хĕлне туллин сăнланă, паллă çыннисене сăн ÿкерчĕкĕсемпех çапса кăларнă. Ку, паллах, аван.

Иккĕмĕш кĕнеки те ку енĕпе ăнăçлă пулса тухнă. Унта пĕрремĕшне лекеймен статьясене кĕртнĕ. Мĕнех калăн, çак кĕнекесем питĕ паха, пулас ăрусемшĕн интереслĕ. Вĕсем районăн историне ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварма пулăшаççĕ.

Çапах та пĕр япала мана кăмăлсăрлантарчĕ. Энциклопедин икĕ пайĕнче те хисепе тивĕçлĕ пĕр ентешĕн ятне асăнмасăр хăварнă. Çакăн çинчен кĕнекен пĕрремĕш пайĕ тухнă хыççăн та «Каçал ен» хаçатра çырнăччĕ. Çапах энциклопедие хатĕрлекенсем çакна шута илмерĕç курăнать. Иккĕмĕш кĕнекене тĕпĕ-йĕрĕпе вуласа тухсан та, Николай Валентинович Никифоров журналистăн ятне тупаймарăм.

Н.Никифорова иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенче районта пĕлмен çын пулман та пулĕ. Вăхăтĕнче вăл питĕ вăйлă статьясем çыратчĕ. Вĕсенче чылай паллă çынна тăрă шыв çине кăларчĕ. Эпир унăн кашни статйи пичетленсе тухасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр.

1989 çулта вара паллă журналист сасартăк çухални çинчен пĕлтĕмĕр. Ăçта кăна çитмерĕмĕр ĕнтĕ. Республикăра, Мускавра тухакан хаçатсем çинче те ун çинчен пичетлерĕç, çапах 32-ри чаплă журналист тупăнмарĕ. Чылайран çеç унăн палламалла мар пулса кайнă ÿтне Улатăр çывăхĕнче тупса Комсомольски масарне илсе килсе пытарчĕç. Çакăн пек çухатрăмăр çулăмлă статьясем çырнă журналиста.

Халĕ вара район энциклопедине кăларакансем темшĕн ун çинчен пĕрре те аса илмерĕç. Кĕнекене кăларнă çĕрте Геннадий Уткин та тăрăшнине пĕлетĕп. Вăл Н.Никифоровпа пĕр ялтан тухнă. Унăн та пулин вăхăтĕнче районта паллă çын пулнă журналист çинчен аса илмелле пулнă та çав. Вара çакăн пек кÿренÿллĕ пулса тухмĕччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика