18 августа 2012 г.
Пирĕн район пысăках мар пулин те, кунта çуралса ÿссе чапа тухнă çынсем чылайăн. Хăшĕ-пĕрисен ячĕсем пурин асĕнче те упранаççĕ, теприсем вара вăхăт иртнĕçемĕн майĕпен манăçа тухаççĕ. Эткер ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Зайцева хальхи район çыннисенчен чылайăшĕ пĕлмест те пулĕ. Çавăнпа та вăхăтĕнче ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ, калама çук ăслă та пултаруллă çак профессор çинчен вулакансене кĕскен те пулин каласа кăтартас килет.
А.Зайцев 1899 çулта çуралнă, Тăвайри икĕ класлă училищĕре, ун хыççăн Етĕрнери реальнăй училищĕре ăс пухнă. 1918 çултан пуçласа Хусанта ĕçлеме пикеннĕ, Наркомнацăн справкăпа статистика уйрăмне ертсе пынă, «Канаш» хаçатра час-часах статйисене пичетленĕ. 1918 çулта Хусанта иртнĕ чăваш рабочийĕсемпе хресченĕсен пĕрремĕш съездне хутшăннă. 1920 çулта пултаруллă çамрăка Свердлов ячĕллĕ коммунистсен университетне вĕренме янă. Унта ăс пухнă чухне те вăл обществăлла ĕçе хастар хутшăннă, комсомолсен конференцийĕсене йĕркеленĕ çĕрте палăрнă. Хастарскер, 1921 çулхи март уйăхĕнче Кронштадтри пăлхава пусарнă çĕре хутшăннă.
1926 çулта Александр Данилович Хĕрлĕ профессурăн институтĕнчен вĕренсе тухса «Правда» хаçатăн экономика уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Çав вăхăтрах «Большевик» журналпа тачă çыхăну тытнă, наука журналĕсенче хăйĕн ĕçĕсене пичетленĕ. 1928 çулта ăна Саратова куçарнă. Унта вăл университетра экономика теорийĕн кафедрин заведующийĕнче вăй хунă, институтра политэкономи вĕрентнĕ, аспирантурăна ертсе пынă.
Активлă, кашни япала çине хăйне евĕр пăхакан профессора çÿлтисем те асăрханă. Унăн шухăшĕсене обществăшăн хăрушă тесе хакласа 1933 çулта ăна арестленĕ, виçĕ çуллăха айăпланă. 1938 çулта СССР Аслă Сучĕн çар коллегийĕ А.Зайцева 10 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çав çулах ăна персе вĕлернĕ. Унтанпа çур ĕмĕр иртсен çеç, 1989 çулта, Александр Данилович Зайцева реабилитациленĕ.
Çакăн пек çыннăн шăпи синкерлĕ пулса тухнишĕн питĕ шел. Унăн вăхăтсăр вилĕмĕнче саманана çеç айăплама пулать ĕнтĕ. Çапах та вăл хăйĕн хыççăн йĕр хăварма пултарнă, эппин, ахаль мар пурăннă.
Источник: "Каçал Ен"