АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

18 августа 2012 г.

Тепĕр икĕ эрнерен шкул ачисем парта хушшине ларĕç. Шкул автобусĕсен водителĕсен те хĕрÿ тапхăр пуçланать. Вĕсем вĕренекенсене кунсерен çула илсе тухĕç.

Августăн 15-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул территорийĕнче ятарлă комисси автобуссем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине тĕплĕн тĕрĕслерĕ. «Шкул автобусĕсен водителĕсен пĕр çеккунта та асăрханулăх пирки манмалла мар. Çул-йĕр правилисене лайăх пĕлнипе кăна мар, техникăна та юсавлă тытмалла. Водительсен ăсталăхне, квалификацине ÿстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ те ĕнтĕ çак тĕрĕслеве»,— терĕ районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков.

Водительсем хушшинче вара опытлисем сахал мар. Акă, Нĕркеç вăтам шкулĕнче водительте ĕçлекен Анатолий Индюков руль умĕнче 37 çула яхăн. Ринат Шакуров (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Александр Корнилов (Хырхĕрри), Леонид Муратов (Шурут) шкул автобусĕсене шанса панăранпах хăйсен тивĕçĕсене туллин, яваплă пурнăçлаççĕ. Рейса вĕсем пĕр кăлтăксăр тухаççĕ.

Водительсем техосмотр вăхăтĕнче чылай ыйту сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Мероприятие район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн тĕп инженерĕ Николай Белков та хутшăнчĕ. «Паянхи кун районта 12 шкул автобусĕ пур. Вĕсене пурне те «ГЛОНАСС» йĕрлев системипе тивĕçтеретпĕр,— терĕ Николай Александрович. — Ăна, договор тăрăх, Шупашкарти «Люкс» техника центрĕ пурнăçлать. Ку кашни шкула бензин перекетлеме, автобус маршрутне пĕлсе тăма пулăшать».

Кăçал районти Комсомольски 1-мĕш, Хырай Ĕнел тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсене çĕнĕ автобуссем панă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика