АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшекен ĕçре ывăнтармасть

18 августа 2012 г.

Нĕркеçри сортсем сăнакан участокăн территорине пырса çитсенех хăлхана шав пырса кĕрет. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕ сортлă тырăсене аллаççĕ, çÿп-çапран тасатаççĕ.

Галина Ефремова сортсем сăнакан участокра рабочинче ĕçлет. Тăваттăмĕш çул тăрăшать ĕнтĕ вăл кунта. Кашни кун ирпе ирех ĕçе васкать, каçченех унта вăй хурать. Кунĕпе тырă алламалли агрегат умĕнче тăрса та ывăнмасть вăл. Михĕсене вăш-ваш çеç куçаркалать, хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлани тÿрех паллă. «Кашни сорта уйрăм лаптăкра акса çитĕнтеретпĕр. Пуçтарса кĕртнĕ, алланă чухне те вĕсене хутăштарса ямастпăр. Пирĕн тĕллев — кашни сортăн енĕсене, вĕсем пирĕн çĕр çинче епле тухăç пама пултарассине тишкересси-çке. Çавăнпа та ĕçленĕ чухне тимлĕхе çухатма юрамасть», — пĕлтерет Галина Владимировна.

Ĕçĕ йывăр пулсан та, кăмăлне кайнине палăртать вăл. Çакă шалу тивĕçлĕ шайра пулнипе çеç мар, ĕçлеме интереслĕ пулнипе, ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессинчи çĕнĕлĕхсемпе тăтăшах паллашма май пулнипе çыхăннă.

Сăмах май, сортсем сăнакан участокра пурĕ те икĕ рабочи çеç вăй хурать. Çапах пур ĕçе те туса ĕлкĕреççĕ вĕсем. Пĕр-пĕринпе канашласа, килĕштерсе ĕçлеме пĕлнипе çыхăннă пуль çакă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика