18 августа 2012 г.
Шурутри информаципе культура центрĕн агитбригада ушкăнĕ иртнĕ кунсенче Йÿç Шăхаль, Юнтапа, Шурут, Шурут-Нурăс ялĕсенче пулса вырмара ĕçлекенсем умне концерт программипе тухрĕ. Куракансене уйрăмах ушкăн юрлакан «Çаврăна-çаврăна — утă çулма» юрă килĕшрĕ. Валерий Фролов «Тăвансем патĕнче» юрра шăрантарнă хыççăн та вĕсем нумайччен алă çупрĕç. Çавăн пекех вырмара тăрăшакансем Галина Архиповăна, Вера Шагаровăна, Валентина Локатоша савăк кăмăл парнеленĕшĕн тав турĕç.
Агитбригада ушкăнĕ çитес кунсенче таврари ытти ялсенче те пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"