18 августа 2012 г.
Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 55 процентне пуçтарса кĕртнĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра ку ĕçе вĕçленĕ. «Труд» ЯХПКра тепĕр темиçе гектар вика анчах юлнă. «Заря», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Искра» колхозра çак ĕçĕн 72, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — 70, «Слава» ЯХПКра — 68, «Урожай» колхозра 50 процентне пурнăçланă.
Чылай хуçалăхра çĕртме тăваççĕ. Çак ĕç районта майĕпен пулса пынине палăртмалла. Ку енĕпе тата та тăрăшарах ĕçлесе хăвăртрах вĕçлесен аван пулмалла.
Çак кунсенчех хуçалăхсем кĕрхи культурăсене акма тухĕç. «Алга» ЯХПКра тракторсене хире кăларнă та ĕнтĕ, 30 гектар çинче ыраш акнă. План тăрăх ку ĕçе сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне пурин те вĕçлемелле. Эппин, вырмана, çĕртме тăвассине хăвăртлатмалла, кĕрхисене акасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Унсăр пуçне çакна палăртса хăварас килет: акана тухнă май, вăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăна тухать. Мĕн акатăн — çав шăтать, тенине шута илсе малашнехи тухăç çинчен халех шутлама пуçламалла. Çавăнпа та ырана хăвармасăр вăрлăхсене çĕнетмелле, пысăк репродукциллисене туянмалла.
Источник: "Каçал Ен"