11 августа 2012 г.
Ĕмĕрĕпе колхозра тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă çынсем ялсенче чылаййăн. Ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскерсем, кинемейсемпе мучисен шутне кĕрсен те алă усса ларасшăн мар вĕсем. Çакăн пек çынсенчен пĕринпе, Василий Иванович Анисимовпа, паллаштарасшăн паян хаçат вулаканĕсене.
Василий Анисимов Йăлмахва ялĕнче 1932 çулта йышлă çемьере кун çути курнă. Ачалăхĕ унăн вăрçă вăхăтне лекнĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ вăл пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă, колхозра вăй хума пикеннĕ. Пĕрремĕш класс пĕтернĕ ачасенех çум çумлама хире илсе тухнă, тырă вырнă чухне те шкул ачисем каçалăк умне тăнă, аслисенчен юлас мар тесе тăрăшнă. Ваççа та 12-ре чухнех аллине çурла тытнă. «Эпир урамра выляса, чупса çÿрес вырăнне хирте пилĕк авнă. Иртен пуçласа каçчен киле кĕрсе те курман. Хальхи ачасене каласа парсан, ĕненмĕç те», — аса илет Василий Иванович. 4 класс пĕтернĕ хыççăн унăн шкула урăх кайма май килмен. Ар çынсем вăрçăра, хĕрарăмсем çеç пĕтĕм ĕçе пурнăçласа ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа та вуннăри ачасем вĕсен тĕп пулăшуçисем пулса тăнă: вăкăрпа ака-суха тунă, михĕсем турттарнă. «Вĕренÿ çулĕ пуçлансан учительсем килĕрен çÿретчĕç, шкула кайма чĕнетчĕç. Пĕрре ĕçе çыпăçнăскерсем, эпир урăх вĕренме кайма шутламарăмăр. Колхоза ĕçлекен алăсем кирлĕ-çке-ха», — тăсать сăмахне В.Анисимов.
Вăрçă пĕтнĕ куна вăл халĕ те лайăх ас тăвать. Çак савăнăçлă самант ĕмĕрлĕхе унăн чĕрине кĕрсе вырнаçнă. «Хирте суха тăваттăмăр. Тантăш-хĕрсем шкултан таврăннă чухне: «Вăрçă чарăннă!» — тесе кăшкăрса хăварчĕç. Малтан ĕненмерĕмĕр, кайран ĕненмех тиврĕ. Вăл кун урăх ĕçлеттермерĕç вара, киле ячĕç», — аса илет мучи.
Фашистсем аркатса пĕтернĕ çĕр-шыва çĕнĕрен ура çине тăратма чылай ĕçлеме тивнĕ. 17 çул тултарнă ялти çамрăксене Улатăр районне вăрман касма янă. Ваççа малтанах вĕсене валли вăкăрпа апат-çимĕç турттарнă, каярах вара, хăй те çав çула çитсен, вăрман касакансен йышне хутшăннă. Часах çамрăк качча салтака илсе кайнă. «Хĕвел анăç Украинăна лекрĕм. Кайнă чухне вагонăн уçă чÿречисенчен пăхса пытăмăр: пĕтĕм ялсене фашистсем аркатса пĕтернĕ. Çавăн чухне ăнлантăм та ĕнтĕ, мĕншĕн пире çавăн чухлĕ вăрман кастарнине», — пĕлтерет Василий Иванович.
Виçĕ çултан салтак тăван килне таврăннă, Йăлмахва хĕрĕпе çемье çавăрнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк Комсомольскинчи ДОСААФра вĕренсе шофер пулса тăнă. Ун чухне колхозра пурĕ те 2 машина çеç пулнă. Вара В.Анисимов комсомол путевкипе Çурçĕр Казахстанри Становое салине çĕнĕ çĕрсем çине ĕçлеме тухса кайнă. Каярахпа Алтайри строительство ĕçĕсене хутшăннă. Яла таврăнсассăн колхозра шоферта вăй хума пикеннĕ. Тĕрлĕ машинăсемпе ĕçлесе курнă вăл, механикра та тăрăшнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех руле алăран яман. Унăн шофер стажĕ — 30 çул ытла. Василий Иванович вăй хунă «Знамя» колхоз районта çеç мар, республикăра та лайăххисен шутĕнче пулнă, водителĕн час-часах колхоз ĕçĕсемпе çула тухма тивнĕ. Республика тăрăх та, кÿршĕллĕ ытти регионсене те чылай çÿренĕ вăл, тĕнче курнă теме пулать. «Вăл вăхăтсенче колхозсем вăйлă аталанатчĕç, ялсем сарăлатчĕç. Сысна, ĕне фермисем вăр-вар туса лартатчĕç. Халĕ вара çакă йăлт пĕтсе пынине куратăп та — чун ыратать», — уçать шухăшне В.Анисимов.
Ун çине пăхсан, вăл 80 çулта тесе калаймăн. Пĕчченех пурăнаканскер, хăех кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать. Хаçат-журнал вуласа районти çеç мар, республикăри хыпарсене те пĕлсе тăрать, тĕрлĕ япаласемпе кăсăкланать. Чунĕпе халĕ те çамрăк та хастар пулнипе çыхăннă çакă ахăртнех.
Источник: "Каçал Ен"