11 августа 2012 г.
Хĕрарăм кирек хăш ĕçе кÿлĕнме хатĕр. Унăн чăтăмлăхĕ, вăйĕ, пултарулăхĕ ар çынсене те тĕлĕнтерет. Çитменнине тата пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать вăл.
Ĕçпе кăна çырлахма пÿрмен ăна Турă. Юратнă амăшĕн, мăшăрĕн, чун ытарайми кукамайăн кил-çуртра хăтлăх кĕртмелле, ачасене пулăшмалла, мăнуксене пăхмалла.
Шăпах çаксене тĕпе хурса пурăнать те ĕнтĕ Валентина Федорова.
Вăл Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Саккăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Валя çемьере çиччĕмĕш ача пулнă. Шел пулин те, 8-та чухне амăшĕ сарăмсăр çĕре кĕрет. Апла пулин те, çак кунсенче 55 çулхи юбилейне паллă тăвакан Валентина Геннадьевна хăйне ÿстернĕ тăван мар амăшне яланах ăшă, ырă сăмахсемпе аса илет. Ĕçе хăнăхтарнăшăн, пурнăçра мĕн кирлине вĕрентнĕшĕн яланах тав тăвать вăл ăна.
— Шут ĕçне килĕштересси, паллах, аттерен куçнă мана. Вăл колхозра чылай çул счетоводра, бухгалтерта ĕçленĕ,— пĕлтерчĕ суту-илÿ ĕçченĕ.
В.Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Владимирова) Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 8 класс вĕреннĕ хыççăн вăтам пĕлÿ Комсомольски вăтам шкулĕнче илнĕ. Хĕр ача уйрăмах чăваш тата вырăс чĕлхисене юратса шĕкĕлченĕ.
Шкул пĕтерсен Валя Шупашкарта ача садне ĕçе вырнаçать. Хулара Дубовка каччипе, Станислав Николаевич Федоровпа, паллашса 1976 çулта çемье çавăрать. Паянхи кун та килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ Федоровсем. «Паллах, çемьери юрату хĕрпе каччă чухнехи мар. Кунта пĕрне-пĕри ăнланса пулăшса пыни, яваплăха туйни пысăк вырăн йышăнать. Юратушăн чи усăлли, чи кирли — пĕрле аталанса пырса çынлăх тĕлĕшĕнчен те, туйăмран та пуянланса тата çÿлерех çĕкленни. Телейлĕ мăшăрсем çапла пурăнаççĕ те»,— тет Валентина Геннадьевна. Федоровсем хуларан тăван яла куçса тĕп килте 7 çул пурăнаççĕ, каярахпа вара Комсомольскинче тĕпленеççĕ. 16 çул райпо тытăмĕнче тăрăшакан В.Федорова паянхи кун та вашаватлăхĕпе çамрăксенчен те ирттерет.
«Çăлтăр», «Ротор» магазинсенче ĕçленĕ вăл, халĕ 7 çул ытла «Мир продуктов» магазин заведующийĕнче тăрăшать. Вăл ертсе пыракан коллектив ума лартнă плана тăтăшах тултарать. Çутă, хăтлă лавккара 8-ăн тăрăшаççĕ вĕсем.
«Пирĕн тĕп тĕллев — тавар туянаканăн ыйтăвне тивĕçтересси. Паллах, тар юхтармасăр, тăрăшмасăр ăна пурнăçлаймастăн. Пурте пĕр тĕллев патне ăнтăлсан, ун патне çитетпĕрех»,— терĕ магазин заведующийĕ. Наставникĕ çинчен те аса илчĕ В.Федорова. «Райпо тытăмĕнче ĕçлеме пуçласан Мария Андреевна Филиппова нумай пулăшрĕ. Унăн сĕнÿ-канашĕсене паянхи кун та тĕпе хурса ĕçлетĕп. Хальхи çамрăксене вĕрентсе пыракан Е.И.Карпеева, Л.А.Сорокинана, С.Ф.Кокоревăна та пысăк тав»,— аса илмесĕр хăвармарĕ Валентина Геннадьевна.
Ĕçри тăрăшулăхшăн райпо правленийĕпе профком В.Федоровăна чылай Хисеп грамотипе наградăланă. Вĕсенчен чи хакли хĕрарăмшăн — Раççей Федерацийĕн потребкоопераци Центрсоюзĕн Хисеп грамоти.
Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Федоровсем. Светлана районти тĕп больницăра реанимаци уйрăмĕнче медсестрара тăрăшать. Комсомольскинче капмар çурт лартса çемйипе пурăнаççĕ. Оля вара Шупашкарта тĕпленнĕ. 36 çул килĕштерсе пурăнакан Валентина Геннадьевнăпа Станислав Николаевич патне ачисемпе 3 мăнукĕ тăтăшах килсе çÿреççĕ.
«Çынна телейлĕ пулма пĕтĕм тĕнче кирлĕ мар,— тет хĕрарăм. — Юнашар ăнланакан мăшăр, ачасем пулсан, юратнă ĕçре коллективпа килĕштерсе тăрăшсан тата мĕн кирлĕ?»
Источник: "Каçал Ен"