11 августа 2012 г.
Строительствопа юсав ĕçĕсем районта пĕрре те чарăнмаççĕ. Унта та кунта çуртсем ÿссе лараççĕ, киввисем çĕнĕ тум тăхăнса илемленеççĕ. Строительсен кунĕ çитсе пынă май, çак енĕпе ĕçлекен районти чи пысăк организацисенчен пĕрин — «Комсомольскинчи строительствопа юсав участокĕ» АХОн генеральнăй директорĕпе В.В.Максимовпа курса калаçрăм, строительсен ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентĕм.
— Владимир Васильевич, строительствопа юсав участокне районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Тĕрлĕ учрежденисен çурчĕсене тунă, пурăнмалли çуртсене юсанă çĕрте те сирĕн ĕçченсене курма пулать. Хальхи вăхăтра мĕнле объектсенче вăй хуратăр?
— Паянхи кун, чăннипе каласан, пĕчĕкрех объектсем çине тĕп тимлĕх уйăратпăр. Çапах та кăçалхи пĕрремĕш çур çулта туса ирттернĕ ĕçсем аванах курăмлă. Сăмахран, çулталăк пуçланнăранпа Аслă Чурачăк тата Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕсем çумĕнче шкул çулне çитмен ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнĕсем валли пристройсем турăмăр. Шалтан та, тулаш енчен те илемлĕскерсене пырса кĕме кăмăллă. Унсăр пуçне Урмаел вăтам шкулĕн тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр, Шурутри ваттисен çуртĕнче канализаци системине улăштартăмăр. Комсомольски пĕрремĕш шкулĕ умĕнчи фонтана та пирĕн организацин ĕçченĕсем ăсталанине палăртса хăварас килет. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсемпе ĕçлетпĕр. Акă, кĕске вăхăтрах Комсомольскинчи Завод урамĕнчи хăш-пĕр çуртсен çивиттине улăштартăмăр.
— Куратпăр ĕнтĕ, Сирĕн рабочисем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Шкулсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем те, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем те, уйрăм çуртсем те пур сирĕн списокра. Çакăн пек тĕрлĕ енлĕ заказсене ăçтан тупатăр?
— Чăнах та, пĕр пек объектсемпе çеç аппаланмастпăр, темĕнли те лекет. Районта эпир çитмен шкул, больница юлман та пулĕ. Хальхи вăхăтра строительство е юсав ĕçĕсене пурнăçлакан организацие палăртас тесе аукцион ирттереççĕ. Çĕнтерме пултартăн — объект санăн, пултараймасан вара — урăххи ку ĕçе пуçăнать. Патшалăх программисемпе усă курса юсакан çуртсем те нумай. Унччентерех организацисен строительсене тÿлеме укçа-тенкĕ хĕсĕкрех пулнă пулсан, халĕ çав программăсене пула лару-тăру аванланнă. Çапах та тунă ĕçшĕн вăхăтра тÿлеймен учрежденисем те пур. Хăшĕ-пĕрисем объект хута кайнă хыççăн чылайран çеç парăма тÿлесе татаççĕ. Заказсем енĕпе вара пирĕн çитменлĕх çук тесе калама пулать. Час-часах шăнкăравласа вăл е ку объекта юсаса пама ыйтаççĕ. Пирĕн пулăшупа пĕрре усă курнă çынсем кайран та пирех чĕнни, татах та çĕнĕ объектсене шанса пани уйрăмах савăнтарать. Эппин, эпир ĕçлени харама каймасть, япăх пахалăхшăн намăсланма тивмест. Чăнах та ĕнтĕ, хамăра шанса панă ĕçсене тивĕçлĕ шайра, вăхăтра тума тăрăшатпăр. Çакă пире çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшать те ĕнтĕ. Паллах, ăнăçлă ĕçлесси чи малтанах рабочисенчен килет. Уйрăмах нумай çул кунта тăрăшакансене ятранах асăнас килет. Вĕсем: Николай Белков сварщик-сантехник, Алексей Ефремов водитель, Ирина Воробьева штукатур-маляр. Вăхăтлăх ĕçлекенсемпе тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенчен практикăна килекенсем те йышлăн пирĕн.
— Мĕнле шутлатăр, районти строительство организацийĕсен малашлăхĕ, малалла аталанмалли майсем пур-и?
— Пурнăç малалла пынă май строительствопа юсав организацийĕсен ĕçĕ пĕтмест. Адампа Ева та чи малтан хăйсене пурăнма хÿшĕ туса лартнă тет. Халĕ те пурăнмалли кĕтес кашни çыншăн — чи малти вырăнта. Пурте пысăк та илемлĕ çурт е хăтлă хваттер çинчен ĕмĕтленеççĕ, укçа-тенкĕ тупса ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Эппин, çĕнĕ çуртсем çĕкленĕç-ха, киввисене юсаса илемлетес текенсем те тупăнсах тăрĕç. Пирĕнтен пулăшу ыйтма килекенсен шучĕ чакмасса шанатпăр.
Çапла, «Комсомольскинчи строительствопа юсав участокĕ» АХОн ĕçченĕсен кахалланса ларма вăхăт çук. Вĕсене професси уявĕ ячĕпе саламласа малашне те заказсене вăхăтра пурнăçласа район халăхне çĕнĕ çуртсемпе савăнтарма ырлăх-сывлăх, вăй-хал сунас килет.
Источник: "Каçал Ен"