АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн педагог, наставник

11 августа 2012 г.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче физкультура предметне вĕрентекен Николай Андреева таврара лайăх пĕлеççĕ. Районта, республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче унăн вĕренекенĕсем тăтăшах малти вырăнсене тухаççĕ.

Ÿркенекенскер мар çав Николай Иванович. Физкультурăра, спортра урăхла май та çук. Темиçе теçетке çул педагогика анинче ĕçлекенскер, ĕçтешĕсемшĕн те вăл яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

...Н.Андреев Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн çар ретне тăнă. Германи çĕр-шывĕнче икĕ çул хĕсметре пулнă. Унтан тăван ене таврăнсан тĕп хуламăрти педагогика институчĕн физкультура уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен Шурут, Чĕчкен ялĕсенчи шкулсенче учительте ĕçленĕ.

— Вĕренекен чĕринче хавхалану-ăнтăлу хĕмлентерессишĕн чи малтан педагог яваплă. Ăнăçуллă учителĕн вĕренекенĕсем те ăнăçуллă пулаççĕ. Чăн-чăн педагог, наставник вăл вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемшĕн хăйĕннинчен те ытларах савăнать,— терĕ Николай Иванович.

«Учитель профессине суйлама мĕн хистерĕ?» — ыйтрăм унран.

— Манăн анне, Ольга Степановна, мĕн ватăличченех Йÿç Шăхалĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта тăрăшнă. Эпĕ те ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Спорта килĕштернипе физкультура учительне вĕренме кайрăм, — аса илчĕ Н.Андреев.

Педагог йывăр атлетикăна кăмăлланă. Вăл çак енĕпе — 1-мĕш разрядлă спортсмен. Тĕрĕссипе, паянхи кун вăл йăтнă йывăрăшпа штангистсем спорт мастерĕн кандидатне илме тивĕç.

— Вĕренекенсем спортра çитĕнÿсем туса хам çулпа кайни те савăнтарать. Акă, паянхи кун кăна вĕсем педагогика университечĕн физкультура факультетĕнче 4-ăн вĕренеççĕ, — терĕ педагог.

Ĕçри тăрăшулăхшăн Н.Андреева ЧАССРĕн Çут ĕç министерстви Хисеп грамоти (1994 ç.) парса наградăланă. Вăл — Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин Хисеплĕ ĕçченĕ те. Район администрацийĕ панă Хисеп хучĕсен вара шучĕ те çук. Мăшăрĕ, Галина Ивановна, ачаранах спортпа туслăскер, упăшкине ĕçре сĕнÿ-канашпа хавхалантарать.

Çумăр çунă чух хĕвел пăхнăран карăннă асамат кĕперĕ пек ăнсăрт телей мар вăл — спортри çĕнтерÿ. Ăмăртура малта пулас тесен куллен тар тăкмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ физкультурник.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика