11 августа 2012 г.
Çĕр-шыв правительстви юлашки çулсенче вĕрентÿ учрежденийĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнет. Çакă Чăваш Ене те, Комсомольски районне те пырса тивет. Акă, 2011 çулта районти 3, 2012 çулта 6 шкула юсама федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Паллах, алла усса ларнипе паман патшалăх пулăшăвне. Чăваш Республикин Вĕренÿ, çамрăксен политикин министерстви хавхалантарнипе район администрацийĕ, ял поселенийĕсем, шкулсем пĕрле ĕçлесе тĕрлĕ программăсене, конкурссене хутшăннипе килнĕ вăл. Çÿлти бюджетсенчен панипе çеç мар, район хыснинчен те çак ĕçсем валли кăçал 5 млн та 226 пин ытла тенкĕ тăкакланать.
Тĕрлĕ проектсем пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллашас тĕллевпе района августăн 9-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ĕçлĕ визитпа килчĕ.
Район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Владимир Иванов министрпа тата вĕренÿ пайĕн начальникĕпе Николай Максимовпа пĕрле малтанах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе паллашрĕç. Кунта классене сăрланă, косметика юсавĕсем тунă, тасатса-тирпейлесе тухнă, вĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр. Владимир Николаевич столовăйне валли оборудовани сентябрь вĕçлениччен килсе çитессе пĕлтерчĕ.
Хирти Явăш тĕп шкулне 1960 çулта туса лартнă. Йывăç çуртăн ĕмĕрĕ вăрăмах мар çав, паянхи куна вăл аванах йăшнă. Элпуç ял поселени территорийĕнче вара шкул çулĕнчи 140 ача пурăнать. 10—11-мĕш классен вĕренекенĕсене автобуспа таврари вăтам шкулсене турттараççĕ. Çакă чи лайăх лару-тăру тесе калаймăн, бензин валли те чылай укçа-тенкĕ тăкакланать-çке. Çавăнпа та ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Гордеев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Р.М.Мансуров тата педагогсен коллективĕ министрпа тĕл пулнă чухне çывăх çулсенче çĕнĕ çурт туса лартас ыйтăва çĕклерĕç. «Ку территорире ача çураласлăх аван, вĕренÿре çитĕнÿсем пур. Шкулăн пуласлăхĕ пур пек туйăнать. Сиртен паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен проект кĕтетпĕр. Ăна пĕр-пĕр программăна кĕртсе ярасси вара министерстворан килет», — хуравларĕ министр.
Тукай Мишер ял çыннисемшĕн вара çав кун уявпа танах пулчĕ. Кунта вăтам шкул çумне 60 вырăнлă ача сачĕ валли пристрой тăвас ĕç пырать. Хатĕр никĕс çине Чăваш Республикин вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕпе Владимир Ивановпа Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев пĕрремĕш кирпĕчсем хучĕç. «Арка» ООО ертÿçи Ф.Ф.Шарафутдинов ĕçсене кĕске вăхăтра, пахалăхлă тума сăмах пачĕ. «Шкулăн малашлăхĕ сирĕн ĕçĕртен килет. Объекта палăртнă вăхăтра вĕçлесе хута ярсан вăтам шкул çуртне реконструкцилеме те укçа уйăрас шанчăк пур», — терĕç Владимир Николаевичпа Петр Степанович.
Ĕçлĕ ушкăн Çĕнĕ Мăрат шкулне те çитсе курчĕ. Унта ĕç вĕресе çеç тăрать. Кивĕ чÿречесене çĕннисемпе улăштараççĕ, учительсем откоссем туса вĕренÿ кабинечĕсене сăрласа, тасатса пыраççĕ. Педагогсемпе иртнĕ тĕл пулура хăнасенчен кашниех учительсене, техникла ĕçченсене шкула илемлĕ сăн-сăпат кĕртессине хăйсен тÿпине хывнăшăн тав турĕ, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунчĕ. Вĕренÿ министрĕ вара кăмăллă хыпарсем те пĕлтерчĕ. Акă, учительсен вăтам ĕç укçи çулталăк вĕçленнĕ тĕле 16 пин тенке çитмелле. Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен шалăвне те хăпартма палăртаççĕ. «Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ оборудовани килет. Вĕсемпе туллин усă курса тирпейлĕ упрама тăрăшмалла, тусанланса выртма памалла мар, хальлĕхе хăш-пĕр хуласенче кун пек тĕслĕхсем те пур-ха. Учительсен професси шайне ÿстерме тăрăшмалла», — палăртрĕ В.Иванов. Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕпе О.П.Андреевăпа шкул директорĕ А.С.Борисов комплекслă юсав программипе туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç, патшалăх енчен пысăк пулăшу панăшăн тав турĕç, татах та çакăн пек конкурссене хутшăнас кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.
Районти шкулсенчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн вĕренÿ министрĕпе Владимир Ивановпа ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов кăмăллă юлчĕç. Вĕсем чылай ĕçлĕ сĕнÿ-канаш пачĕç. Тĕл пулусен тĕп шухăшĕ вара — тăрăшса ĕçлекенсем çеç патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Апла пулсан, çакна шута илсе районти халăх хуçалăхĕн кирек хăш сферинче те аталану çулĕпе утмалла, пурнăçри çĕнĕлĕхсене пурне те вăхăтра алла илме ĕлкĕрмелле. Çапла пултăрччĕ те.
Источник: "Каçал Ен"