11 августа 2012 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ 11 выпускник ĕç шыраса килчĕ. 18—20 çулсенчи яшсемпе хĕрсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе чылай мероприяти йĕркелерĕмĕр. Тĕп мероприятисенчен пĕри — професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисене хушма пулăшу парасси.
Вĕренсе тухнисене патшалăх енчен пулăшмалли çакнашкал мел паян та сыхланса юлнă.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнă 18—20 çулсенчи ĕçсĕр, ĕç пуçласа шыракан 4 çамрăка ĕçе вырнаçтарма планланă. Республика бюджетĕнчен çак тĕллеве пурнăçлама 12846,60 тенкĕ укçа уйăрнă.
Çак пулăшупа пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнисем чи малтанах акă мĕншĕн усă кураççĕ: специальноç енĕпе пухнă ĕç опычĕ ĕçлев рынокĕнче вĕсен конкурентлăхĕнчен палăрмаллах пысăк.
Паянхи кун тĕлне 3 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Çапла вара пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисен ĕçе вырнаçнă чухне патшалăх пулăшăвĕ илес шанăç унчченхи пекех пур.
Источник: "Каçал Ен"