11 августа 2012 г.
Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4713 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ, 9441 тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 20 центнерпа танлашать. Çак ĕçе Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче пĕтĕмпех вĕçленĕ, «Рассветра» — 59 процент, «Трудра» — 57 процент, «Востокра» — 47 процент, «Славăпа» «Родина» фермер хуçалăхĕнче 46 процент пурнăçланă.
Пурĕ районĕпе 6959 тонна утă янтăланă, çав шутра «Урожайра» — 1100 тонна, «Славăра» — 547 тонна, «Дружбăра» — 531 тонна, «Востокра» —506 тонна. Пурĕ 23414 тонна сенаж хывнă (планпа палăртнин 116 проценчĕ).
Районти 17 хуçалăхра çĕртме тăваççĕ. 1320 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă, çав шутра «Урожай» колхозра — 370 гектар, «Родина» фермер хуçалăхĕнче — 120 гектар, «Искра» колхозра, «Заря», «Рассвет» ЯХПКсенче — 100-шер гектар.
Кĕрхи тырăсене акма пурĕ 3565 гектар çĕр хатĕрленĕ (акма палăртнă лаптăкăн — 71 проценчĕ).
Районти икĕ хуçалăхра ир пулакан çĕр улмине кăлараççĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра — 9 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирмăра 12 гектар кăларнă. Вăтам тухăç гектартан 159 центнерпа танлашать.
Источник: "Каçал Ен"