08 августа 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн граждансен должноçри çынсенчен тÿрремĕнех пулăшу ыйтма, çавăн пекех патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çырусем яма ирĕк пур. Хальхи вăхăтра вара çĕнĕ технологисем урлă влаç представителĕсемпе тата хăвăртрах çыхăнма пулать.
Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн çурчĕн (Винокуров урамĕ, 14) пĕрремĕш хутĕнче Россия Федерацийĕн Президенчĕн Йышăну пÿлĕмĕпе (Мускавра вырнаçнăскерпе) тÿрремĕнех çыхăнма май паракан электрон терминал ĕçлет. Ун пекки Чăваш Енре хальлĕхе урăх çук. Çак хатĕр пулăшнипе çынсем электрон çыру хатĕрлесе (е маларах çырнă текста сканерласа) яма, хăйсен ыйтăвне сасăпа каласа ăсатма е уполномоченнăйпа — Россия Федерацийĕн Президенчĕн Йышăну пÿлĕмĕнче граждансемпе ĕçлекен сотрудникĕпе — видеойышăнăва çырăнмашкăн заявка хăварма пултараççĕ. Терминалпа усă курма пуçличчен вăл малтан çын кам иккенне ĕнентерекен документа электрон мелĕпе «вуласа тĕрĕслет».
Çавăн пекех аса илтеретпĕр: Шупашкарта, Нумай функциллĕ Центрта (Ленинград урамĕ, 36), Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи Йышăну пÿлĕмĕ ĕçлет. Кăçалхи çурла уйăхĕнче унта çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç:
çурла уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев;
çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче 15.00—17.00 сехетсенче — РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов;
çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче 13.00—14.00 сехетсенче — федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров;
çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче 15.00—17.00 сехетсенче — Чăваш Республикин прокурорĕ Владимир Метелин;
çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче 13.00—15.00 сехетсенче — ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ Управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Владимир Романов;
çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 16.00—18.00 сехетсенче — районсем хушшинчи Çут çанталăка сыхлакан прокурор Дмитрий Викторов.
Маларах шăнкăравласа çырăнмалли телефон: (8352) 62-22-33.
Источник: "Каçал Ен"