АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсем суя СМС-хыпарсемпе те усă кураççĕ

08 августа 2012 г.

Юлашки вăхăтра республикăра ултавçăсем пуяс тесе тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Вĕсен серепине лекекенсем вара — çамрăксем те, аслăрах çулсенчисем те. Ĕçлемесĕр, тар юхтармасăр никам та «çÿлтен» укçа пăрахса памасть.

Ултавçăсем «Эсир пысăк парне выляса илтĕр. Ăна укçа ярса памасăр илейместĕр» тесе СМС çырма пултараççĕ. Ас тăвăр: ун çине нихăçан та хуравлама юрамасть.

Çынсене, уйрăмах каçхине, «Сирĕн ача автоаварине лекнĕ. Укçа ярса парăр» текен СМС та яма ÿркенмеççĕ ултавçăсем. Хумханса, хăраса ÿксе укçăра палламан, пĕлмен счет çине хума ан васкăр. Ачăрсемпе телефонпа е курса калаçăр. Унран ырри тата шанчăкли çук.

Тепĕр хут асăрхаттаратпăр: ултавçăсен серепине ан лекĕр, кашни утăма шутласа тăвăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика