28 июля 2012 г.
Комсомольски ял поселенийĕнче килти хушма хуçалăх тытакансемпе ирттернĕ ыйтăма пĕтĕмлетнĕ. Ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем каланă тăрăх хуçалăх кĕнекисене çĕр лаптăкĕн виçине, çурт-йĕрпе хуралтăсене, выльăх-чĕрлĕх тытнине, çавăн пекех техникăпа автотранспорт пуррине çырса пыраççĕ.
Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем кайăк-кĕшĕк йышĕ (1400 пуç) çулталăк пуçламăшĕнчинчен 5 хут, мăйракаллă шултра выльăх (746 пуç) икĕ хут ÿссе кайнине палăртнă. 230 ĕне тата сурăхпа качака шута илнĕ. Сыснасен шучĕ 1,5 хут пысăкланнă.
Источник: "Каçал Ен"