28 июля 2012 г.
Нумаях пулмасть пирĕн района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов килсе çитрĕ. Делегаци тĕрлĕ çĕре çитсе ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ.
Чи малтанах ушкăн Хайртдиновăн фермер хуçалăхне çул тытрĕ. Марат Минсихатьевич фермер çĕр ĕçĕпе аппаланма нумаях пулмасть çеç пуçланă. Çавăнпа та унăн ЧР ял хуçалăх министрĕпе канашламалли, унран ыйтса пĕлмелли пурах. Ушкăн çĕр улми уйне, люцернăпа сĕлĕ акнă лаптăка çитсе килчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхра ĕçсем япăх мар. Уйрăмах хальхи çумăрсене кура люцерна аван çитĕннине палăртрĕç пуçтарăннисем. «Кăçалхи çул утă хаклă пулĕ. Ытти регионсенчен те ăна туянма пирĕн пата килĕç. Çавăнпа та халех сутса яма ан васкăр», — уçрĕ шухăшне Сергей Владимирович. Çĕр улмине вара апробаци тума сĕнчĕ. Çапла майпа тепĕр çул элита вăрлăхĕ урăх хуçалăхсенчен шыраса çÿреме тивмĕ. Аса илтеретпĕр: Марат Минсихатьевич нумаях пулмасть хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантарма паракан гранта (1 млн та 100 пин тенкĕ) тивĕçнĕччĕ. Министр çак укçа-тенке ăçта ярассипе интересленчĕ. «Хальлĕхе грантпа усă курман-ха, çапах мĕн туянассине палăртса хунă. Унпа ял хуçалăхĕнче кирлĕ техника туянасшăн, çав шутра сажалкăпа копалка. Çак укçа-тенкĕ пирĕншĕн питĕ туйăмлă пулăшу пулнине палăртас килет», — пĕлтерчĕ М. Хайртдинов. Фермерăн малашлăхри плансем пысăк, вăл халиччен пирĕн районта питех туса илмен культурăсем çине куçасшăн. С. Павлов ăна ăнăçу сунчĕ, ял хуçалăхĕ енĕпе иртекен тĕрлĕ семинарсене час-часах хутшăнса ыттисен опычĕпе паллашма сĕнчĕ, çакă ĕç пуçлакансемшĕн питĕ усăллă пулнине палăртрĕ.
Малалла ушкăн «Труд» ЯХПКн уйĕсене çул тытрĕ. Тырă акнă лаптăксем сарă тинĕс евĕр хумханса лараççĕ. Пучахсем тулнă ĕнтĕ, кĕçех вырма тухмалла. Тухăç аван пуласса шаннине пытармарĕç делегаци членĕсем. Пăрçа анинче вара хĕрÿ ĕç пырать. Унта комбайнсемпе пăрçана çапаççĕ. Çывăх вăхăтрах ку ĕçе вĕçлеме палăртнă. Çавăн пекех сенаж хывнă çĕре те çитсе килчĕ ушкăн. Хуçалăхра çак выльăх апатне пурĕ 2500 тонна янтăлама палăртнă. Хальлĕхе çуррине яхăн хатĕрленĕ. «Выльăх апачĕ хатĕрлесси хуçалăхра аван пырать. Эппин, хĕлле лăпкăн пурăнма пулĕ», — уçрĕç шухăшне хăнасем.
Ун хыççăн ушкăн «Рассвет» ЯХПКн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Чи малтанах кооператив председателĕ Вячеслав Никифоров вĕсене куккурус хирне илсе кайрĕ. Çак культура унчченхи вăхăтра анлă сарăлнă пулнă. Халĕ вара ăна пит лартса ÿстерекенсемех çук. Çапах та вăл выльăх-чĕрлĕхшĕн усăллă пулнине, чылайрах продукци илме май панине, ăна нумайрах çитĕнтерсен аван пулнине палăртрĕ министр. Çавăн пекех ушкăн çĕр улми лартнă лаптăксем çинче те пулса курчĕ. В. Никифоров тĕрлĕ сортлă çĕр улмине танлаштарчĕ, урăх регионтан кÿрсе килнĕ суперэлита вăрлăхĕ кăмăла тивĕç-терменнине пытармарĕ. Пĕлтĕр хĕрлĕ хупăллă çĕр улмине туянас текенсем йышлă пулнине кура хуçалăхра «Рокко» сорта чылай лартнă. Вăл вара халех лайăх енчен палăрать, пысăк тухăç парас шанăç çуратать. ЧР ял хуçалăх министрĕ председателе кирлĕ сĕнÿсем пачĕ, çамрăксем çĕр ĕçĕнчен писменни, ял хуçалăхне малалла аталантарма тăрăшни ăна савăнтарнине пытармарĕ.
Источник: "Каçал Ен"