АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç киленĕç кÿрет

25 июля 2012 г.

Кашни ĕçрех чи кирли — вăл килĕшни, чуна çывăх пулни. Ара, çын ĕçре пурнăçĕн пысăк пайне ирттерет-çке. Эппин, ĕç кăмăла каять пулсан, çын хаваспах унта çÿрет, хăйне телейлĕ туять. Чунĕ ыйтнипе вăл е ку профессие суйласа илнисене чылай паллатăп. Вĕсенчен пĕри вăл — Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Владимир Максимов. Вăл «Кооператор» производство комбинатĕнче сварщикре ĕçлет.

Владимир çак ялтах çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухне такам та пулма ĕмĕтленнĕ, хăйĕн шухăшĕсенче космонавт пулса уçлăха та вĕçнĕ, моряк пулса тинĕсре караппа та ишнĕ. Ÿсерехпе вара ăна урăххи интереслентерме пуçланă. «Пирĕн ял çынни, Николай Степанов, колхозра сварщикре ĕçлетчĕ. Вăл тимĕртен тем те пĕр ăсталама пĕлни тĕлĕнтеретчĕ. Манăн та çавăн пек илемлĕ япаласем тума вĕренес килетчĕ», — пĕлтерет Владимир Михайлович. Çавăнпах та пулĕ вăл сварщик профессине суйласа илсе Шупашкарти 19-мĕш профессипе техника училищинче ăс пухма пуçланă. Ăна пĕтерсен тăван ялти «Знамя» колхозра ĕçлеме пикеннĕ, «Турхан» ЯХПКра вăй хунă, унтан «Кооператора» куçнă.

В. Максимовăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 20 çул. Сахал тесе калаймăн, çапах çак хушăра сварка ĕçĕ ăна йăлăхтарма мар, чун киленĕçĕ пулса тăнă. Ĕç хыççăн килне çитсе апат çиме çеç ĕлкĕрет Владимир Максимович, татах сварка тумалли аппаратне алла илет. Эрешсемпе илемлетнĕ саксем, куçа илĕртекен беседкăсем ăсталать вăл. Кам та пулин карта е хапха туса пама ыйтсан хаваспах килĕшет. Унăн ĕçĕсем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ, иртен-çÿрене илĕртеççĕ. Ăçтан çуралаççĕ-ха çакăн пек илемлĕ япаласем; «Çĕнĕ модельсене интернетра шыратăп, унта чылай интересли тупма пулать. Е çынсем ăсталанине курса ас туса юлатăп та, кайран ăна хама килĕшнĕ пек урăхлатса тăватăп», — пĕлтерет ăста алăллă сварщик.

Сĕм çĕрлечченех тăрăшать вăл çапла. Хăйне валли те, çынсем валли те тем те пĕр хатĕрлет. «Ывăнтармасть-и?» — тесе ыйтсан вăл тÿрех пуçĕпе сулчĕ. «Ывăнма мар, киленсе ĕçлетĕп. Пĕр-пĕр япала шутланă пекех илемлĕ пулса тухни чуна савăнтарать, кăмăла хăпартлантарать», — палăртать шухăшне В.Максимов.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика