АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес кăмăлпа, лайăх туйăмпа

25 июля 2012 г.

Шкул сукмакĕпе ирсерен васкаса утакансене тĕл пулакансем халĕ ачасем каникулта чухне мĕн тăватăр тесе ыйтнине час-часах илтме пулать. Анчах та çуллахи вăхăт вăл пуриншĕн те хĕрÿ тапхăр. Ĕçĕ-хĕлĕ вара шкулта та чылай.

Сăмахран, акă пахчана пăхса тăрассине шкул ачисемпе вĕрентекенсем туса пыраççĕ, çавăнпа та çимĕçсем ăмăртмалла ÿсеççĕ. Тухăç кĕркунне савăнтарасса шанса пурте ĕçлес кăмăлпа, лайăх туйăмпа тăрăшаççĕ.

Асанкасси вăтам шкулĕнче кунсерен шăв-шав илтĕнет. Ĕç тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем хаваслă кĕвĕ-юрăпа, кулăпа, калаçупа пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сăрлаççĕ, çăваççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ. Вĕсен хастарлăхне пулах çĕнелнĕ фойе, спорт залĕ, столовăй çĕнĕ сăн-сăпатпа хăйсем çине пăхтараççĕ.

Зоя Чижикова, Нина Чишкова, Оля Корнилова, Ираида Иванова, Наташа Герасимова, Лариса Герасимова техслужащисем чăннипех те хăйсенчен мĕн килнине чунтан тăрăшса пурнăçлаççĕ.

Вĕренÿ пÿлĕмĕсенчи юсав ĕçĕсене учительсем активлă хутшăнчĕç. Педагогсенчен Альбина Ивановна тата Юрий Моисеевич Копташкинсене, Тамарăпа Вячеслав Салаевсене ырă сăмахпа палăртса хăварас килет. Зинаида Васильевна Бурмакова учителе, Светлана Юрьевна Шалкановăпа Алена Николаевна Калюкова воспитательсене мăшăрĕсем, ачисем, тăванĕсем нумай пулăшрĕç. Вĕсен аллинче ĕç вĕресе çеç тăчĕ тесен те йăнăш мар. Сăрă е пĕр – пĕр ĕç хатĕрĕ çитменнине килтен илсе килме васкарĕç. Ушкăнпа тăрăшса ĕçлени кăмăла çĕклерĕ.

Юсав ĕçĕсем тума пурĕ 25 пин тенке яхăн укçа тăкакларăмăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хамăр ачасем таса та илемлĕ классенче ларса пĕлÿ пухчăр тесе тăрăшнинче шкулта вăй хуракансемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕн тÿпи те калама çук пысăк. Çакăн пек туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен кăмăл та аван. Яланах çапла пултăрччĕ.

Çамрăк ăрăва вара аслисем туса панă тирпейлĕхе упрама, хаклама вĕрентсе çитересчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика