25 июля 2012 г.
Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем июлĕн 21-мĕшĕнче «Рассвет» ЯХПКна канашлăва пухăннă. Ял хуçалăх предприятийĕсен председателĕсем, зоотехниксемпе ветеринарсем 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, «КаМП» ООО (Хусан) представителĕсем хутшăннă.
Ĕçлĕ тĕл пулу «Рассвет» кооператив председателĕ Вячеслав Никифоров выльăх-чĕрлĕх ферминчи лару-тăрупа паллаштарнипе пуçланнă. Канашлăва хутшăнакансене хуçалăх зоотехникĕ Петр Зверев ĕнесене, сыснасене мĕнпе тăрантарни, усрани çинчен тĕплĕн каласа панă. «Рассветра» выльăхсене апатлантарнă çĕрте пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ минераллă хутăшсемпе усă кураççĕ. Вĕсем ÿт хушма питĕ аван пулăшаççĕ. Фермăра комбикорм авăртакан ятарлă арман пур. Вăл мăйракаллă шултра выльăх валли 3 тĕслĕ, сыснасем валли 6 тĕслĕ комбикорм тума май парать. Пĕр çын фермăри пĕтĕм чĕрчуна комбикормпа тивĕçтерме ĕлкĕрет. Ĕнесен ура чĕрнисене касмалли хăйсем тунă станока Мария Муллина ветеринар ĕçре кăтартни нумайăшне кăсăклантарнă.
Канашлу Тукай ял поселенийĕн çуртĕнче малалла тăсăлнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусемпе малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл хуçалăхсене тухса çакнашкал мероприятисем ирттерни ытларах усă панине, пĕр-пĕрин опычĕпе тĕплĕнрех паллашма пулăшнине палăртнă. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ К.Г.Гимальдинов выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Ветеринари станцийĕн начальникĕ Р.М.Велимухаметов хăйсен службин опычĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Канашлăва вĕçленĕ май ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин районти агропромышленноçăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне палăртнă, пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă.
Источник: "Каçал Ен"