25 июля 2012 г.
2014 çулта пирĕн çĕр-шывра ял хуçалăх перепиçĕ тепре ирттереççĕ. Икĕ çултан пулас мероприятисене Комсомольски районĕнчи ял поселенийĕсем паянах хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Çак ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланса иртнĕ кунсенче Чĕчкен ял поселенине ĕçлĕ ушкăн çитсе курнă. Унăн йышĕнче Чăвашстатăн ял хуçалăх тата çут çанталăк пайĕн эксперчĕ Татьяна Тумакова, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата Ял хуçалăх министерствисен ертсе пыракан специалисчĕсем Наталия Моляковăпа Валентина Тимофеева, районти статистика пайĕн ертÿçи Зинаида Смирнова, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин инспекторĕсем Сергей Васильевпа Валентина Иванова пулнă. Вĕсем хуçалăх кĕнекисене мĕнле çырса пынипе кăсăкланнă. Выльăх-чĕрлĕхе, чăх-чĕпсене, хурт-хăмăра епле шута илни çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăнă. Çавăн пекех килти хушма хуçалăхри пахча çимĕç, улма-çырла тата ытти культурăсем йышăнакан çĕр лаптăкĕн виçи те интереслентернĕ хăнасене. Ĕçлĕ ушкăнрисем ял поселенийĕнче пĕтĕм кăтартусене тĕрĕс шута илсе пынине, ял хуçалăх çыравне хатĕрленес ĕç çине кунта çиелтен пăхманнине палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"