АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеççĕ

25 июля 2012 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх çеç юлать. Ачасем каникулта чухне шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал пирĕн районти пĕлÿ çурчĕсен пĕр пайне тĕпрен юсама патшалăхăн тĕллевлĕ икĕ программипе укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕри вăл — вĕренÿ системине модернизацилемелли проект. Унпа килĕшÿллĕн, района 7585200 тенкĕ панă. Çак укçа-тенке Комсомольски 2-мĕш, Урмаел тата Шурут вăтам шкулĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем тума тăкаклĕç. Пĕтĕмĕшле суммăран 75 процентне (6 млн та 67 пин те 700 тенкĕ) федераци бюджечĕ парать, 1560925 тенкине вара (ку 25 процентпа танлашать) Комсомольски район хыснинчен уйăрмалла. Çÿлерех асăннă шкулсене хута яни 30—20 çул та пур, паллах, çак хушăра вĕсенчи конструкцисем кивелме ĕлкĕрнĕ. Хăш çĕрте çивиттине, чÿречесене кăшкарĕ-мĕнĕпех улăштармалла, теприсенче шыв тата канализаци пăрăхĕсем хумалла, ăшă туалет тумалла.

Комплекслă юсав ĕçĕсем тумалли программăпа Александровкăри, Хырай Ĕнелĕнчи тата Çĕнĕ Мăратри шкулсенче ĕçсем пыраççĕ. Çак тĕллевпе бюджетăн федераллă тата муниципаллă шайĕсенчен 7418000 тенкĕ уйăрнă. Вĕсенче çуртсен тăррисене çĕнетнисĕр пуçне электропроводсене, линолеумсене улăштараççĕ, коридорсенче, классенче, спортзалпа столовăйсене юсаççĕ.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче эпир çитнĕ чухне ĕç вĕресе çеç тăратчĕ. Кунта «Стройсервис» тулли мар яваплă обществăн штукатур-малярсен, платниксен бригадисем тăрăшсах ĕçлеççĕ. Спортзал маччине, стенине штукатурка тунă. Вĕренÿ кабинечĕсенче урайсене сараççĕ. Кивĕ чÿрече блокĕсене кăларса пластикран тунă 23 чÿрече вырнаçтарнă та ĕнтĕ, вĕсен айккисене çак кунсенче якатса пĕтереççĕ. Çак ĕçре аппăшĕпе шăллĕ, Татьянăпа Дмитрий Семеновсем питĕ харсăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче столовăй та ачасемпе вĕрентекенсене çĕнĕ сăн-питпе кĕтсе илĕ. Кунсăр пуçне коридорти, хăш-пĕр кабинетсенчи маччана çĕнĕрен тума палăртнă.

— Шкул хута кайнăранпа кĕçех 40 çул та çитет ĕнтĕ. Çавăнпа юсамалли-сапламалли ĕçсем пайтах. Ятарлă программăпа кăçал пире валли 1932000 тенкĕ уйăрни питĕ вырăнлă пулчĕ. Строительсем хастар, хăвăрт ĕçлеççĕ. Ĕç калăпăшĕ самаях пысăк, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле вĕçлесе ĕлкĕрес тесен васкама тивет, — тет Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕ Людмила Макарова.

Сăмах май, сентябрĕн 1-мĕшĕнче ку шкулти партăсем хушшине 140 яхăн вĕренекен ларĕ. Учительсем çителĕклĕ. Кăçал хырайĕнелсене çĕнĕ автобус панă. Каникул пырать пулин те, шкул пахчинче кашни кунах ача-пăча сасси илтĕнет. Вĕсем хăйсем лартса ÿстернĕ пахча çимĕçсене, чечексене пăхсах тăраççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Хăярсене татса тăварлама пуçланă та ĕнтĕ. Апат-çимĕç çине укçа сахалрах тăкаклантăр тесе сухан, купăста, çĕр улми, хăяр, кишĕр çулсерен хăйсемех çитĕнтереççĕ.

Кĕçех район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ятарлă комиссийĕ пĕлÿ çурчĕсене вĕренÿ çулне епле хатĕрленине тĕрĕслеме çула тухĕ. Пирĕн районти шкулсем çак тĕрĕслев витĕр пурте аван тухасса, ачасене вĕренме пĕтĕм условисем туса парасса шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика