АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улăп тăпри ăçтан пулса кайнă?

21 июля 2012 г.

Çулсем вĕçнĕ майăн пулни-иртнисем манăçа тухса пыраççĕ, ял-хуласем çĕр пичĕ çинчен çухалаççĕ, вĕсем вырăнне çĕннисем пулса лараççĕ. Темиçе çĕр çул каялла кунта урăх хула ларни, урăх халăх пурăнни çинчен вара тавçăрмалли çеç юлать.

Çапах та час-часах истори хăйĕн хыççăн йĕр хăваратех. Тавралăха сăнама пĕлсен, кулленхи пек мар пулăмсене асăрхама пултарсан чылай çĕнни пĕлме пулать. Акă, сăмахран, Йăлмахва ялĕн кăнтăр хĕвел тухăçĕнче Улăп тăпри текен вырăн пур. Вăл унччен çĕр шайĕнчен 1 метр çÿллĕш хăпарса тăнă. Улăп тăприсем ăçтан пулса кайнисене халапсенчен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Суха туса ывăннă Улăп канма ларнă та çăпатине хывса ăшĕнчи тăпрана силленĕ. Анчах çакă вăл юмах çеç пулнине пурте ăнланатпăр. Чăннипе вара мĕнле вырăн-ха çакă; Мĕншĕн çак çĕр лаптăкĕ уйрăларах тăрать?

Çакна пĕлес тесе ялти ватăсемпе тĕл пулса калаçрăм. Вĕсенчен пĕри, Василий Иванович Анисимов, акă мĕн каласа пачĕ: «Улăп тăпри ăçтан пулса кайнине ача чухне питĕ пĕлес килетчĕ. Пĕррехинче вара (эпĕ ун чухне 15-ре пулнă) çак вырăнтан инçех мар çĕр сухаланă чухне юлташсене унта чавса пăхма сĕнтĕм. Анатолий Ефремов, Илья Албутов, Николай Константинов, Сергей Григорьев, Николай Столяров тата ытти хăш-пĕр туссемпе пĕрле кашни кун ĕçрен каннă вăхăтра пăртакшар чаврăмăр. Метр çурă тарăнăшне çитрĕмĕр, пĕр тăм та тухмарĕ. Ытти вырăнсенче пирĕн кăшт чавсанах тăм тухать, кунта вара тĕлĕнмелле те, тăршшĕпех хура тăпра. Чавсан-чавсан икĕ çĕрĕк пĕренепе шăмăсем тухрĕç. Шăммисем çыннăн пулманни тÿрех паллă, пĕр-пĕр чĕр чунăн е вĕçен кайăкăн пулас. Урăх малалла чавмарăмăр вара. Унтанпа нумай çул иртрĕ пулин те, халĕ те Улăп тăприн тĕпĕнче мĕн пур-ши тесе шутлатăп хăш чухне».

Истори архивĕсенче упранакан хутсем тăрăх Йăлмахва ялĕ 1724 çулта пуçланса кайни паллă. Анчах та манăн çакăнпа килĕшес килмест. Ман шутпа, вăл чылай маларах пуçланнă. Çак шухăш патне Улăп тăпри ăçтан пулнине тĕпчеме тытăнсан килсе тухрăм. Архивсенчи документсем тăрăх, 1552 çулта кунта Иван Грозный хăйĕн çарĕпе пулнă тет, черетлĕ похода çул тытаканскер, тĕрлĕ çĕрте хурал пункчĕсем туса хăварнă. Хайхи Улăп тăпри шăпах паянхи кунччен сыхланса юлнă хурал посчĕ имĕш. Çак шухăша тепĕр япала та çирĕплетет. Аслă Чурачăк ялĕ çывăхĕнче те çакăн евĕр вырăн пур. Район картти тăрăх пăхсан çак икĕ Улăп тăпри Кĕтне шывĕнчен шăпах пĕр пек инçĕшĕнче вырнаçни паллă. Эппин, чăнах та, Кĕтне çумĕпе пынă Иван Грозный вырăн-вырăн хурал пункчĕсем туса хăварма пултарнă, çак Улăп тăприсем вара 16 ĕмĕртенех сыхланса юлнă хурал посчĕсен вырăнĕсем пулма пултараççĕ. Ман шутпа, ун чухнех çакăнта Йăлмахва ялĕ пулнă.

Шырав ĕçĕсем çакăнпах вĕçленмеççĕ-ха. Çĕр айне пулнă ял историне уçăмлатас тесен нумай тăрăшма тивĕ. Çапах та унăн пĕр пайне те пулин тупса пулас ăрусем валли упраса хăварсан та питĕ аван пулмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика