21 июля 2012 г.
Çулсерен районта юхан шыв пулли урлă ерекен описторхоз тата дифиллоботриоз чирĕсемпе чирленĕ çынсене регистрацилеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та çавăн пек тĕслĕх тупса палăртнă.
Çынсем çеç мар, пулă çиекен чĕр чунсем те (йытăсем, кушаксем, сыснасем, упасем тата ытти те) çак чирсене ертме пултараççĕ.
Описторхоз чĕрĕ, лайăх тăварланман е япăх ăшаланнă карп йышши пулăсене (хĕрлĕ куç, çупах, ыраш пăтри, чехонь тата ытти те) е вĕсенчен хатĕрленĕ паразитăн чĕрĕ личинкисемлĕ апат-çимĕçе çисен ерме пултарать.
Час-часах çак чире Ханты-Манси автономлă округĕнче, Томск, Тюмень, Курган, Омск, Свердловск, Челябинск облаçĕсенче, Пермь, Алтай крайĕсенче, Коми республикинче регистрацилеççĕ. Вырăнтан вырăна куçса каякансем, вахта мелĕпе ĕçлекенсем çак чире урăх регионсене те куçараççĕ.
Описторхоза çĕпĕр двуустки ятлă паразитлă хурт пуçласа ярать. Вăл çыннăн тата чĕр чунăн пĕверĕн ват çулĕсенче, ват хăмпинче тата хырăм ай парĕн çулĕсенче пурăнать. Унăн çăмартисем каяшпа пĕрле тухса шыва лекеççĕ, унта вĕсене моллюсксем хыпса çăтаççĕ. Моллюсксен организмĕсенче 2 уйăхра личинкăсем аталанаççĕ. Вĕсем шыва тухаççĕ те карп йышши пулăсен ăшне кĕрсе лараççĕ. Пулăсем ăшĕнче вара вĕсем çынна тата чĕр чунсене ерме пултаракан личинкăсем пуличчен аталанаççĕ. Палăртса хăвармалла: личинкăсем куçа курăнмаççĕ.
Описторхоз чылай вăхăт палăрмасан та пултарать. Нумай вăхăт сиплемесен вăл пĕвере, хырăм ай парне, ват хăмпине сиенлет, пĕверĕн, ват çулĕсен ракне пуçласа ярать.
Дифиллоботриоз вара çăрттан, шампа, уланкă, кăртăш евĕр тискер пулăсенчен ерет. Час-часах чир чĕрĕлле тăварланă çăрттан вăлчинчен пуçланать.
Дифиллоботриозпа чирленĕ тĕслĕхсене ытларах Карелире, Мурманск, Ленинград облаçĕсенче, Енисей, Лена, Обь, Индигирка, Печора, Атăл тата Кама юхан шывĕсем çывăхĕнче регистрациленĕ.
Ăна пуçласа яраканĕ — шултра хăю хурт е пулă шĕвĕ-рĕлченĕ. Вăл 10—20 метр тăршшĕ, çыннăн е чĕр чунăн пыршăлăхĕнче пурăнать, миллионшар çăмарта тăвать. Çăмартасем каяшпа пĕрле тухса шыва лексен, вĕсенчен личинкăсем тухаççĕ. Вĕсене рак-циклопсем хыпса çăтаççĕ. Пулăсем çак раксене çисен, личинкăсем вĕсен ăшне лекеççĕ.
Хăш чухне дифиллоботриоз нимĕнле те палăрмасть. Чирĕн час-часах тĕл пулакан паллисем — вăй пĕтни, пуç çаврăнни, ыратни, кăмăл пăтранни, апат тутине урăхла йышăнма пуçлани, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлни. Чире вăхăтра палăртса сиплемесен йывăр формăллă малокрови аталанма пултарать.
Описторхозпа дифиллоботриоза анализсем парса палăртаççĕ. Чирлисене ятарлă препаратсемпе сиплеççĕ.
Манмалла мар: пĕрре сывални чир тепре ермессе пĕлтермест. Сипленнĕ хыççăн та лайăх ăшаланман, тăварланман пулă çисен, чир ертес хăрушлăх пур. Кун пек ан пултăр тесен çак ансат правилăсене асра тытмалла:
— пулла 100 грамран пысăк мар татăксем çине пайласа 20 минутран кая мар ăшаламалла;
— пулă куклине 45—60 минут пĕçермелле;
— çăрттан вăлчине тăварланă чухне çакна пĕлмелле: 6 процентлă тăвар шывĕ личинкăсенчен 12 сехетрен хăтарать;
— пулă тăварланă чухне кашни килограмм çине 200 грамм тăвар кирлĕ, 10 кунран çеç çиме юрать;
— 25 сантиметртан пысăк пулăсене тăварланă хыççăн 40 талăк лартмалла;
— вĕтĕ пулла кăна типĕтмелле, типĕтиччен 3 кун тăвар ăшĕнче тытмалла;
— чĕрĕ е лайăх тăварланман пулла, пулă фаршне çимелле мар.
Килти чĕр чунсене те чĕрĕ пулă ан çитерĕр, унсăрăн вĕсем çак чире тата та сарма пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"