АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакри çулталăк усăсăр иртмест

21 июля 2012 г.

Службăра тăрса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси — вун сакăр çула çитнĕ кашни каччăн тивĕçĕ. Унччен салтака кайман ар çынсене питех хисеплемен ялта, халĕ вара салтак атти тăхăнассинчен пăрăнса юлас текенсен шучĕ пысăк. Çавăнпа та салтак пурнăçĕ мĕнпе уйрăлса тăнине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе тинтерех çеç службăран таврăннă Йăлмахва каччипе, Егор Рыжовпа тĕл пултăм.

Егор çулталăк каялла çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă, Ставрополь крайĕнчи Буденновск хулине лекнĕ, сывлăшри оборона çа-рĕсенче службăра тăнă. «Çарта вĕренмелли пурах. Автоматпа усă курма, локаторсемпе самолетсем ăçта вĕçнине палăртма урăх кам вĕрентĕ-ха; Службăри çулталăк усăсăр иртмест», — пĕлтерет кĕçĕн сержант. Кун йĕрки тăрăх пурăнни кĕлеткене пиçĕхтерет, аталантарать, тесе шутлать вăл. Салтак службин тĕп енĕ вара — пурнăçа ăнланма пуçлани, ырăпа усала уйăрма вĕренни. Килте ашшĕ-амăшĕн çумĕнче ларакансем пĕр шухăшсăр пурăнма хăнăхнă. Кунта вара йăлтах хăвăн йĕркелемелле, ют çынсем хушшинче пурăнма вĕренмелле.

Салтака кайма хатĕрленекенсене пуринчен ытла хăратакан япала — дедовщина — çинчен ыйтсан, Е.Рыжов пĕр пăркаланмасăр хурав пачĕ: «Паллах, çур çул маларах килнĕ салтаксем тин çитнисем çине çÿлерехрен пăхаççĕ: ара, вĕсен салтак опычĕ пур-çке. Анчах кунта нимĕн те çав тери хăрушши çук. Вĕсем çарти пурнăçпа паллаштармасан тин çеç салтак атти тăхăннисене йывăр килĕччĕ».

Егор малалла службăна тăсма та хирĕç мар. «Контрактпа каяс килет. Май пулсан, тен, кайăп та», — пĕлтерет вăл.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика