АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисене уçса панă

21 июля 2012 г.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ преступлени туни çинчен калакан 403 хута пăхса тухнă, вĕсенчен 91-шĕ — Комсомольски район территорийĕнче. Уголовлă 49 ĕç пуçарнă, Комсомольски районĕнче — 11. Уголовлă 50 ĕçе вĕçленĕ, вĕсем хушшинче иртнĕ çулсенчен юлнисем те пур.

Çул çитменнисем тунă преступленисемпе уголовлă 7 ĕç пуçарнă.

Коррупципе çыхăннă преступленисем çинчен калакан 31 ĕçе пăхса тухнă, уголовлă 7 ĕç пуçарса 4-шне суда ярса панă.

Комсомольски районĕн территорийĕнче çак преступленисене асăнса хăварас килет:

— влаç представительне пусахланă — РФ Уголовлă Кодексĕн 318 статйин 1 пайĕ;

— должноçри çынна взятка парасшăн пулнă — РФ Уголовлă Кодексĕн 30 статйин 3 пайĕ, 291 статйин 1 пайĕ;

— пĕр ялти хĕрарăма мăшкăлланă — РФ Уголовлă Кодексĕн 131 статйин 1 пайĕ;

— çынсене суйса е вĕсем шаннипе усă курса ют пурлăха хăйсен аллине илнĕ — 159 статья.

Харпăрлăхпа çыхăннă преступленисене уçса парасси чылай йывăрлăхпа çыхăннă. Çапах та следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем алă усса лармаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, нумаях пулмасть район администрацийĕн уйрăм руководителĕ пулнă çынна хирĕç пуçарнă уголовлă ĕçе уçса панă. Вăл суя документсем тăратса 2000 ытла тенкĕ бюджет укçа-тенкине хăйне илнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика