АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăплă тесе йышăннă

21 июля 2012 г.

Чăваш Енри кăнтăр районĕсенчен пĕринче 60 çулхи физкультура учительне РФ Уголовлă кодексĕн 222 статйин 1 пайĕпе (снаряд-патронсене саккуна хирĕç майпа упрани) тата 135 статйин 2 пайĕпе (14 тултарман ачана хирĕç пусахламасăр аскăнла ĕçсем туни) айăплă тесе йышăннă. Ăна 3 çул та 7 уйăх пĕтĕмĕшле режимлă колонире лармалла тунă. Унсăр пуçне вăл 10 çул педагогика енĕпе ĕçлеймĕ.

Следстви тата суд палăртнă тăрăх, 2012 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче физкультура урокĕ вăхăтĕнче учитель хăйĕн кабинетĕнче 11 çулхи хĕр ачана хирĕç аскăнла ĕçсем тунă. Хĕр ача çакăн çинчен аппăшне каласа панă, лешĕ вара — амăшне. Амăшĕ право сыхлавĕн органĕсене пĕлтернĕ.

Учитель кабинетĕнче шырав ирттернĕ чухне унта 1943 çулхи йышши 7,62 калибрлă икĕ патрон тупнă. Вĕсене вăл вĕренÿ сборĕсем пынă вăхăтра 1980 çулта тупнă, хальччен саккуна хирĕç майпа упранă. Районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕ тĕпченĕ ĕçпе приговор вăя кĕнĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика