АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ информаци кунĕнче

21 июля 2012 г.

Чăваш Енре, Комсомольски районĕнче июлĕн 18-мĕшĕнче пулнă Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине тăватă тĕп тема кĕртнĕ. Ĕç коллективĕсемпе иртнĕ тĕл пулусенче тăватă тĕп тема сÿтсе явнă: Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи çамрăк учительсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшасси», «Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă çемьесен уйăхри укçа тÿлевĕ çинчен», «Чăваш Республикинче сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата АПК организацийĕсене, вĕсен йĕркелÿ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указĕсене пурнăçа кĕртмелли мерăсем, республикăри çулсем çинчи аварилĕх тата ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çул çинчи хăрушсăрлăхшăн, травматизма асăрхаттарас енĕпе пĕрле тумалли утăмсем çинчен.

Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕн заместителĕ Олег Павлов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн çитрĕ. Унпа пĕрле — Чăваш Енри сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн, ЧР Патшалăх ветеринари службин руководителĕн, РФ Юстици министерствин Чăваш Енри экспертиза лабораторийĕн начальникĕн заместителĕсем Л.И.Рулькова, С.И.Скворцов, М.А.Денисова та. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тĕл пулчĕ. Михаил Романович Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупа Комсомольски районĕнчи лару-тăру çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Ун хыççăн район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе хăнасем виçĕ ушкăна пайланса район центрĕнчи организаци-предприятисене çитрĕç, ял поселенийĕсене çул тытрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Людмила Рулькова, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă çемьесен уйăхри укçа тÿлевĕ çинчен» Указне пурнăçа кĕртес ыйту тавра калаçрĕç. Каласа хăварар: çак саккун 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн, çемьери виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан, кашни çын пуçне тупăш пурăнма кирлĕ минимум чухлĕ тухмасан, пепке 3 çула çитиччен уйăхсерен 5200 тенкĕ социаллă пулăшу парса тăрĕç. Ун хыççăн ушкăн Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем патне çитсе курчĕ. Александра Буслаевăпа Вера Орлова иккĕшĕ те Комсомольски ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсене çурт строительстви валли е хваттер туянма пĕр хутчен тивĕçекен укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен калакан свидетельство пачĕç. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа Комсомольски районĕнче çак документа 16 çынна пама ĕлкĕрнĕ, вĕсенчен 8-шĕ хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Россия Федерацийĕн Президенчĕн «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» Указне пурнăçласа районта пурĕ 75 çынна свидетельство панă.

Маларах ветерансене çак тĕллевпе паракан сумма 910 пин тенкĕ пулнă пулсан, ÿссе пырса вăл халь 1 миллион та 6 пин те 200 тенке çитнĕ.

Чăваш Республикин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов тата район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Юрий Митюков чи малтанах Федераллă налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцине çитрĕç, унти ĕçсемпе кăсăкланчĕç. Олег Евгеньевич информкунăн кашни ыйтăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, çамрăк учительсене, виççĕмĕш ача çуратакансене пырса тивекен патшалăх хушăвĕсене туллин ăнлантарчĕ, пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Çавăн пекех вăл çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çине уйрăм тимлĕх уйăрчĕ, республикăри, пирĕн районти кăтартусемпе паллаштарчĕ, пĕлтĕрхисемпе танлаштарса çитменлĕхсемпе ырă енсене палăртрĕ. Çуллахи шăрăх вăхăтра пушарсем сиксе тухас хăрушлăх пысăккине кура ку ыйтăва та айккинче хăвармарĕ. Çапла кăçалхи çур çулта районта 12 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă, пĕлтĕрхинчен 4 нумайрах. Унсăр пуçне июль уйăхĕнче 3 хут вут-кăвар тухма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та тĕп хуламăртан килнĕ хăна пурне те тимлĕрех, асăрхануллăрах пулма чĕнсе каларĕ.

Ытларах чухне çулла пулакан тепĕр инкек — çынсем шывра путса вилни. Республикăри кăтартусемпе паллаштарса Олег Евгеньевич çакăн йышши тĕслĕхсен шучĕ ÿснине çирĕплетрĕ, путса вилекенсен 77 проценчĕ ÿсĕрле шыва кĕнĕскерсем пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула ачасем путнă тĕслĕхсем те пуррине асăнчĕ. Сăмах май, пирĕн районта та çак уйăхра пĕр ача путса вилнĕ. Эппин, ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене кану вăхăтĕнче те асăрхасах тăмалла.

Унтан ушкăн районти пушар хуралĕн чаçне çул тытрĕ, унăн ĕçĕсемпе интересленчĕ. Ушкăн членĕсем пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕç, информкунăн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче иртрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика