АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ пуçланнă

21 июля 2012 г.

Рамадан е Рамазан — мăсăльмансен календарĕн 9-мĕш уйăхĕ. Вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ те хисеплĕ уйăх шутланать. Çак вăхăтра пĕтĕм мăсăльмансем типĕ тытаççĕ. Вĕсен хĕвел аниччен апат çиме те, шыв ĕçме те юрамасть.

Çак тип тытнин тĕллевĕ кунĕпе апатсăр пурăннинче мар, тĕн ĕненĕвне çирĕплетнинче, харпăр хăй пурнăç йĕркине çĕнĕрен пăхса тухнинче. Мăсăльмансемшĕн типĕ вăл чи малтанах — юраманнинчен пăрăнса пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ япаласене палăртасси.

Çитĕннĕ çынсем пурте типĕ тытма тивĕç. Ватăсемпе чирлĕ çынсем çеç типĕ тытмасан та пултараççĕ. Анчах та кун пек чух вĕсен типпĕн кашни кунĕшĕн чухăн çынсене тăрантмалла е кашни куна апат-çимĕç илме каякан чухлĕ укçа памалла. Унсăр пуçне Рамадан вăхăтĕнче çула тухакансен типĕ тытмасан юрать. Çапах çак кунсемшĕн кайран тепĕр уйăхра типĕ тытма тивĕ.

Рамадан тепĕр уявпа — Ид ульфитрпа (Рамадан байрам) вĕçленет. Шавваль уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче мăсăльмансем уяв сĕтелĕ хушшине пуçтарăнаççĕ, тăванĕсене, кÿршисене, пĕлĕшĕсене (вĕсем мĕнле тĕне пăхăнни пĕлтерĕшлĕ мар) сăйлаççĕ. Уяв вăхăтĕнче садака (пожертвование) параççĕ, тăванĕсен вил тăприйĕсем патне çитсе килеççĕ.

Рамадан уйăхĕ пуçланнă ятпа пĕтĕм мăсăльмансене саламлатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика