АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килтен тухмасăрах электронлă пулăшу илме пулать

21 июля 2012 г.

Комсомольски районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ паракан пулăшусене ĕçсĕр граждансемпе ĕç паракансем халь электронлă майпа та илме пултараççĕ. Акă çав пулăшусен переченĕ:

— заявленисене йышăнасси тата çул çитменнисене (14—18 çултисене) вĕренÿрен ирĕклĕ тапхăрта, ĕç шыракан çынсене, тин çеç вăтам е ятарлă вăтам пĕлÿ илнисене пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçас текенсене вăхăтлăх ĕç тупса парассине йĕркелесси;

— заявленисем йышăнасси тата тÿлевлĕ обществăлла ĕç пурри çинчен информаци парасси;

— граждансене юрăхлă ĕç тупма пулăшасси, ваканси ярмăрккисем иртессине тата пушă ĕç вырăнĕсем пуррине пĕлтересси;

— ĕç паракансене кирлĕ сотрудниксем суйласа илме пулăшасси (ĕç шыракансен списокĕнчи сведенисем тăрăх).

Асăннă пулăшусене илес кăмăллисен Россия Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ çинче http:ŸŸwww.gosuslugi.ruŸ регистрациленмелле. Килтен тухмасăрах патшалăх пулăшăвĕ илме май пуррипе усă курăр. Тĕплĕнрех 5-13-79 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика