18 июля 2012 г.
«Каçал ен» район хаçачĕн 42 номерĕнче «Çÿп-çап айне пулас марччĕ» статья пичетленнĕ хыççăн прокуратура ял поселенийĕсен администрацийĕсем экологи, санитарипе эпидемиологи законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕ. Хырхĕрри ял поселенийĕн администрацийĕ йĕркене пăсни палăрчĕ.
РФ Конституцийĕн 42 статйипе килĕшÿллĕн кашни çыннăн йĕркеллĕ тавралăхлă вырăнта пурăнма ирĕк пур.
«Тавралăха сыхласси çинчен» Федераллă саккунăн 51 статйипе тата «Халăхăн санитарипе эпидемиологи йĕркелĕхĕ çинчен» Федераллă саккунăн 21, 22 статйисемпе килĕшÿллĕн, производство тата йăла каяшĕсене çынсен сывлăхĕшĕн, тавралăхшăн сиенсĕр мелсемпе санитари йĕркисемпе тата право акчĕсене пăхăнса пуçтармалла, усă курмалла, вырăнтан вырăна куçармалла е упрамалла. Каяшсене çиелти тата çĕр айĕнчи шыв объекчĕсене, шыв пуçтармалли лаптăксене, çĕр çине пăрахма юрамасть. Ял поселенийĕсен территорийĕсен санитари йĕркисене пăхăнмалла.
Çÿлерех асăннă саккунăн 13 статйипе килĕшÿллĕн муниципаллă пĕрлĕхсен территорийĕсене экологи, санитари тата ытти требованисене тĕпе хурса тасатса тăмалла. Ăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелемелле. Çапла вара кил-çуртри каяшсемпе çÿп-çапа пуçтарса тиесе тухасси ял поселенийĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочине кĕрет. Хырхĕрри ял поселенийĕн территорийĕнче вара хытă каяшсене пуçтармалли контейнерсем çук.
Çакăн евĕр йĕркене пăснисене çавăн пекех Александровка, Тукай, Урмаел, Чĕчкен, Шурут ял поселенийĕсенче тупса палăртнă.
Тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Елчĕк район судне 6 тавăç тăратнă.
Эткер ялĕ çывăхĕнчи саккунсăр свалкăна Хырхĕрри ял поселенийĕн администрацийĕ хăй ирĕкĕпе тасатнă, çавăнпа та ку енĕпе мерăсем йышăнма тивмен.
Источник: "Каçал Ен"