АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атьăр вăййа тухар-и?

18 июля 2012 г.

Чăвашсен авалхи хăш-пĕр уявĕсене, йăли-йĕркисене ялсенче халĕ те туса ирттереççĕ. Акă, сăмахран, ĕлĕк Питрав кунĕнче юлашки вăййа тухнă. Кăçал Хирти Мăнтăр ялĕнче те культура çуртĕнче ĕçлекенсем пуçарнипе çак уява тума шутларĕç.

Вăййа ĕлĕкхи пек çамрăк хĕрсем мар, ытларах тивĕçлĕ канури асанне-кукамайсем пуçтарăнчĕç. Çакă паянхи яш-кĕрĕм вăйă йĕркине пĕлменнипе çыхăннă-тăр, ватăсенчен вара вĕренмелли пурах. «Уяв пуласса илтсен кăнтăрлах хатĕрленме пуçларăмăр, арчари чи чаплă кĕпесене кăларса тăхăнса пăхрăмăр. Çамрăклăх, ĕлĕкхи вăйăсен хаваслăхĕ аса килчĕç»,— уçаççĕ шухăшĕсене кинемейсем.

Купăс сасси янрама пуçласан вăйă карти ерипен юхрĕ, вырăнти вăйă юрри ял тăрăх саланчĕ. Курма пуçтарăннисем çак илеме куç илми сăнарĕç, пĕрремĕш хут çакăн евĕр уява ирттернине куракансемшĕн вăл уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Чăваш ташшин кĕвви янăраса кайсан вара çитмĕлти кинемейсем те хăйсене çамрăкланса кайнăн туйрĕç, кĕвĕ майăн ташласа уява тата та хаваслă сăн кĕртрĕç. Хĕвел ансан пуçтарăннисем ушкăнсене пайланса юрла-юрла килĕсене саланчĕç. «Вăйă питĕ кăмăла кайрĕ. Чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăли-йĕркисене упрасси, вĕсене çитĕнкен ăру валли сыхласа хăварасси шăпах çакăн пек уявсем ирттернинчен пуçланать те ĕнтĕ. Тепĕр çул та ăна йĕркелеме тăрăшасчĕ»,— палăртрĕç вăйă курма пуçтарăннă ял çыннисем.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче вара çакăн евĕр уява çулсерен ирттереççĕ. Ку ĕнтĕ вĕсен — йăлана кĕнĕ япала. Кăçал та вăййа тухакансем йышлăн пулчĕç, куракансем те чылайăн пуçтарăнчĕç. Художество руководителĕ Владимир Павлов купăс каласа ертсе пычĕ. Уйрăмах тĕрлĕ вăйăсем хаваслă иртрĕç. «Хĕр шырани», «Çерем пăсса вир акрăм» тата ытти те пуçтарăннисене савăк кăмăл парнелерĕç. Ватăсем ĕлĕкхи ташăсене ташласа кăтартса пурне те тĕлĕнтерчĕç. Курма пынă çамрăксем те айккинче чăтса тăраймарĕç, вăйă картинче çаврăнса кăмăлĕсем туличчен савăнчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика