АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Удумурти ентешĕмĕрĕшĕн тăван ен пулса тăнă

18 июля 2012 г.

Пултаруллă çын кирек ăçта та çухалса каймасть — ĕçне те тупать, çынсем хушшинче чыс-хисеп те çĕнсе илет. Пирĕн ентешсем хушшинче те пайтах ун пеккисем. Акă Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Краснов çамрăклах Удмурт Республикине ĕçлеме тухса кайнă та, унтах тĕпленнĕ. Вăл унта тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, халĕ чылайранпа Воткинск районĕнчи «Июльское» опытлă вĕренÿ хуçалăхне ертсе пырать. Геннадий Алексеевич — Россия Федерацийĕн тата Удмурт Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Россия агропромышленность комплексĕн Хисеплĕ ĕçченĕ. СССР халăх хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна кĕмĕл медальпе наградăланă.

«Çут тĕнчере нимрен ытла шăркаланнă ыраш шăршине юрататăп. Çак вăхăт талăк çурăна çеç пырать пулин те, эп ăна çулсеренех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ахăртнех, Турă çак шăршăпа мана ахальтен çыхăнтарман пуль», — тет Геннадий Алексеевич чунне уçса. Ашшĕ колхоз председателĕ пулнă май, хăйсен ултă ачине çĕр ĕçне, ял пурнăçне юратма пĕчĕкренех хăнăхтарнă.Тăватă класс пĕтернĕ арçын ача, çемьере вăл чи асли, лаша кÿлсе çÿренĕ, 7-мĕш класс хыççăн вара çуллахи каникулта комбайнер пулăшаканĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Пурнăçне техникăпа çыхăнтарма шут тытнă каччă Çĕнĕ Мăратри 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерни çинчен свидетельство илсен Васильевăри (Тутарстан) автомеханика техникумне вĕренме кĕрет. Направленипе Генăна Ижевскри пĕр автобазăна ĕçлеме янă. Автобаза директорне каччă хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, çивĕч ăс-тăнĕпе килĕшнĕ пулас, тата, пуян опытлăскер, унăн малашлăхĕ пысăккине туйнах ĕнтĕ. Пĕррехинче çамрăка хăй патне чĕнсе илнĕ те: «Санăн малалла вĕренмелле», — тенĕ. Геннадий Краснов вара, аслă юлташĕн сĕнĕвне итлесе, Ижевскри ял хуçалăх институтне кăнтăрлахи уйрăма вĕренме кĕнĕ. Тукай каччи студент пурнăçĕн пĕр самантне те ахаль ирттермен. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен çуллахи практикăра пулнă, студентсен отрячĕсемпе тĕрлĕ строительство объекчĕсенче тăрăшнă. Сăмах май, унăн пĕрремĕш практики шăпах «Июльское» учхозра иртнĕ. Кунта вăл Т-74 тракторпа пирвайхи суха кассине тунă. Аслăрах курссенче те çак хуçалăхрах ĕçе хăнăхнă. Студентсем «Орфей» вокалпа инструментсен ансамблĕ йĕркеленĕ. Кăнтăрла стройкăра тăрăшнă вĕсем, каçхине концертсем лартнă. Геннадий гитарăпа вылянă, юрланă. Çак туртăм халь те хухман-ха унăн, яшлăха аса илсен юратнă инструментне алла илет.

1972 çулта институтăн механизаци факультетне пĕтерни çинчен диплом илсен Геннадий Краснов «Июльское» вĕренÿ хуçалăхне ĕçлеме юлнă. Тĕрĕсрех каласан, ăна учхоз директорĕ Василий Миронов суйласа илсе гараж заведующийĕ пулма сĕннĕ. Çав çулах каччăна çар ретне илнĕ, служба вĕçленсен те вăл тăван учхозах таврăннă. Хăйне шаннине кура, Тукай каччи директор куçĕнчен ÿкес мар тесе çине тăрса ĕçленĕ, шанăçа тÿрре кăларса пынă. Ахальтен мар Геннадий Алексеевич В.С.Миронова хăйĕн пĕрремĕш учителĕ тесе шутлать. Вĕсем Удмуртире пĕтĕм комбайна пĕр çĕре пĕрлештерсе пĕрремĕш вырма комплексĕ туса хуракансем пулнă. Тĕп инженер пулма шансан вара Красновăн яваплăх тата та ÿснĕ — выльăх-чĕрлĕх комплексĕ, тырă упрамалли складсем тата ытти те çĕклесе хута янă.

1981 çулта, парти обкомĕн хушăвĕпе, Геннадий Краснова Воткинскри машина тăвакан завода куçарнă, унта вăл директорăн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче — «Мир» совхоз директорĕнче 20 çул вăй хунă. Икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕпе Владимир Садовниковпа юнашарĕçленине телей тесех шутлать. Ун пулăшăвĕпе питĕ хăватлă агрокомплекс туса хута янă, вăл, Совет Союзĕнчи интенсивлă аталанса пыракан чи лайăх хушма хуçалăхсенчен пĕри шутланнă. Ун чухне шкулсемпе ача сачĕсем, пурăнмалли çуртсем — пурне те çынсем валли — тунă.

Ун хыççăн «Удмуртагроснабăн» генеральнăй директорĕн должноçĕ пулнă. Пĕтĕм хуçалăха çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕшĕн ăна Минскри трактор завочĕ «Беларусь» трактор парнеленĕ. Çĕр çумĕнче ĕçлес килекен туртăм çĕнтернĕ, çавăнпа Геннадий Алексеевич 2003 çулта тăван учхоза таврăннă. Хавхаланса пуçланă çакĕçе: пĕлекен, юратакан ĕç, палланă коллектив.

— Хамăн ĕçе çут çанталăкпа çывăх пулнăшăн, вĕçĕ-хĕррисĕр пултарулăхпа майсемшĕн юрататăп. Вăл питĕ кирлишĕн, пысăк пĕлтерĕшлишĕн те юрататăп. 2003 çулта Российăра 93 учхоз пулнă, халь вĕсенчен саккăрăшĕ кăна юлнă, — тет Геннадий Алексеевич пăшăрханса. Пулас ветврачсен, механизаторсемпе агрономсен теори пĕлĕвне тата ăçта практикăпа çирĕплетмелле-ха; Студентсене вĕренме, пурăнма «Июльское» вĕренÿ хуçалăхĕнче пĕтĕм услови пур — общежити, спортзал, столовăй, фермăри классем, хирсем, лаборатори. Çулсерен кунта 2500 студент йышăнаççĕ. Хуçалăхра сăвакан 840 ĕне тытаççĕ. Паянхи кун доярка 20 пин, механизатор 30 пин тенкĕрен кая мар илмелле, çĕр çыннин ĕçне хисеплеме пуçласан çеç ял хуçалăхĕ çĕнĕрен аталану çулĕ çине тăма пултарĕ тесе шутлать Геннадий Алексеевич.

Çамрăксене ĕçлеме вĕрентнипе çеç мар, хăй те вĕренме, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма манмасть мал курăмлă директор. Ытти учхозсен ертÿçисемпе тачă çыхăну тытать, Российăра, Европăри çĕр-шывсенче пулакан семинар-канашлусене тăтăшах хутшăнать. Акă кăçал вăл Россия делегацийĕ йышĕнче Италире пулнă, фермер хуçалăхĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă, унтан нумай çĕннине, усăллине вĕренсе килнĕ. Италири ĕнесем çулталăкра вăтамран 8—9 пин килограмм сĕт антараççĕ иккен, çакă ытларах выльăхсен сывлăхне упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрнинчен килет.

Тухăçлă ĕçлесси çине çемьери «сывлăш» та витĕм кÿрет. Геннадий Алексеевичăн мăшăрĕ, Викторина Николаевна, хамăр районтанах, Çĕрпÿел тăрăхĕнчен. Вĕсем ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă, каччă салтака кайиччен пĕрлешнĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ те, Алексейпе Снежана, ашшĕ-амăшĕ пекех, анлă тавра курăмлă, ĕçчен. Вĕсен — аслă пĕлÿ илни çинчен калакан икшер диплом. Икĕ мăнук савăнтарать Красновсене. Хваттерте пурăнма кăмăлламаççĕ кил хуçисем, çавăнпах юхан шыв хĕрринчи илемлĕ вырăнта капмар çурт лартнă.

Нумаях пулмасть ентешĕмĕр 65 çулхи юбилейне паллă тунă. Тукай ялĕнчи тăванĕсем те çитнĕ çав уяв кĕрекине, Красновсен унта пурăнакан Вера хĕрĕ, Коля ывăлĕ те аякран килнĕ хăнасене хапăл пулнă. Удмуртире чылайшар çул пурăнаççĕ, вырăнти халăх чĕлхипе шакăлтаттарса калаçаççĕ, çак кĕтес ачисемпе мăнукĕсемшĕн Тăван çĕр-шыв пулса тăнă, туссем, пĕлĕшсем нумай пулин те, чун тăван еншĕн, çывăх çынсемшĕн тунсăхлатех çав. Çавăнпах Тукай ялне килсех тăраççĕ вĕсем, ашшĕпе амăшĕн вил тăприсене пуç тайма та манмаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика